АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялан такăр пултăр шкул сукмакĕ

25 февраля 2011 г.

Ялан такăр пултăр шкул сукмакĕ

Районти сумлă шкулсенчен пĕри, Янкăлч вăтам шкулĕ, хăйĕн 130 çулхи юбилейне паллă турĕ. Чаплă уява кунтан вĕренсе тухса пурнăçăн аслă çулĕ çине çирĕппĕн тăнисем чылаййăн килчĕç. Вĕсенчен пĕри – Янкăлч ялĕн, чăваш халăхĕн, Раççей Федерацийĕн Паттăрĕ, авиацин генерал-лейтенанчĕ, РФ тава тивĕçлĕ летчикĕ Н.Гаврилов. Унăн ячĕпе халĕ хăйне пĕлÿ парса ура çине шанчăклăн тăма пулăшнă, иккĕмĕш кил пулса тăнă шкул хисепленет.

Николай Федоровичпа пĕрле унăн шăллĕсем Сергей тата Александр Гавриловсем – иккĕшĕ те подполковник, авиацире службăра тăраççĕ – çитнĕ. Вĕсем çĕршывĕпе паллă телеертÿçĕн Леонид Якубовичăн пысăк саламне тата парнине илсе килнĕ. Парни вара концертсем хатĕрлеме пит кирлĕскер, ăна караоке теççĕ. Янкăлч шкулне пыракан сукмака такăрлатнă çынсем хушшинче паллă çынсем татах та пур: экономика, медицина, педагогика, техника наукисен докторĕсем В.И.Елагин, Н.Г.Григорьев, Е.В.Васильев-Бурзуй, И.Е.Илларионов, педагогика наукисен кандидачĕ, Чăваш телевиденийĕн ачасене алă ĕçĕ тума вĕрентекен передачине нумай çул ертсе пынă, çамрăк телекуравçăсем хушшине Станислав пичче ятпа тухнă С.П.Руссков, Шупашкарти "Теплоэнергосети" тата "Жилремстрой" акционерсен уçă пĕрлĕхĕсен генеральнăй директорĕсем Н. А.Елагинпа Г.К.Константинов, педагогика наукисен кандидачĕ, Канашри педагогика колледжĕн преподавателĕ О.А.Краснова, "Волгасантехмонтаж" пĕрлĕхĕн гендиректорĕн çумĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ В.П.Семенов, Шупашкарти Ленин районĕн пуçлăхĕ А.И.Зайцев, унăн çумĕ Е.А.Иванова тата ыттисем те.

Хаклă хăнасене район пуçлăхĕ – район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, Янкăлч вăтам шкулĕн директорĕ С.Васильева, чăваш наци тумне тăхăннă каччăпа хĕр асаттесен йăлипе çăкăр-тăварпа тата сăрапа кĕтсе илчĕç.

Ялти культура çурчĕн сцени çине шкул директорĕн çумĕсем И.Петровăпа Н.Феофанова тухрĕç. Вĕсем уяв пуçланнине пĕлтерчĕç. Фанфарăпа калакан марш янăраса кайрĕ. Шкул ялавне çĕкленĕ кадетсем çирĕппĕн утса зал витĕр тухса сцена çине хăпарчĕç. Вĕсем хыççăнах хор улăхрĕ. Хор "Школа останется с человеком", "Главное, ребята, сердцем не стареть" юрăсене шăрантарчĕ. "Журавли" юрă кирек камăн чунне те хускатать. Хальхинче те çавах пулчĕ, ăна ура çине тăрса итлерĕç. Кадетсем чиркÿри евĕр çунакан çуртасем тытса тăни те чылайăшĕн кăмăлне çемçетсе ячĕ.

Шкул кун-çулĕн презентацине мультимедиллĕ экранпа усă курса ирттерчĕç. С.Васильева директор уява килнĕ хăнасемпе паллаштарнă хыççăн вĕренÿ учрежденийĕ юлашки çулсенче тунă çитĕнÿсем çинче чарăнса тăчĕ. 2008 çулта инноваци вĕрентĕвĕн программине пурнăçлас енĕпе ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ. Çакăншăн панă 1 миллион тенкĕпе шкулăн пурлăхпа техника базине çирĕплетнĕ.

Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем те аван. Уйрăмах биологи, хими тата физика предмечĕсемпе курăмлă çитĕнÿсем çĕнсе илнĕ. Ачасем вĕренÿ предмечĕсен районти, республикăри, çĕршыври олимпиадисене активлă хутшăнаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çеç районта 24-ăн, республикăра 6-ăн, Раççейре 4-ăн призерсен йышне лекнĕ. Кăçал республикăра район чысне хÿтĕлесе малти вырăнсене йышăннă 12 вĕренекенрен 5-шĕ Янкăлч ачисем.

Çулсерен çамрăк армеецсен команди "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисенче малти вырăнсене йышăнать. Иртнĕ çул вара çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Шкул районта çарпа патриотизм воспитанийĕн центрĕ шутланать. Ку енĕпе кунта çарти пек утмалли плац, Çарпа ĕç мухтавĕн музейĕ пур. Музейри экспонатсемпе паллашма Янкăлч тăрăхĕн территоринче пурăнакансемсĕр пуçне районти тата республикăри нумай ялтан килеççĕ. Юлашки икĕ çулта çеç вăл 3806 çынна йышăннă. Вĕсен йышĕнче Мускавран килнĕ 6 делегаци, Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ Н.Федоров. Историпе патриотизм музейне вăрçă тата ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата право йĕркине сыхлакан органсен ветеранĕсен Пĕтĕм Раççейри организацийĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Шкултан вĕренсе тухнисенчен вĕренÿ процесне лайăхлатса пыма спонсорла пулăшу паракансем ырă ята тивĕç. Вĕсем – пĕр тăван Вячеславпа Валерий Васильевсем, В.Семенов, Николайпа Владимир Елагинсем, В.Михайлов. Паллах пирĕн чаплă та паттăр ентешĕмĕр Н.Гаврилов пулăшăвĕ, тимлĕхĕ калама çук пысăк. Пурне те вĕсене Турă сывлăх парса тăтăрах.

Хăйсен пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарнă, Янкăлч шкулĕнчен тарăн пĕлÿллĕ, çирĕп кăмăллă çынсем вĕренсе тухчăр тесе ырми-канми ĕçленĕ ветерансене Владимир Алексеевичпа Римма Кирилловна Алексеевсене, Г. А.Евлампьевăна, П.М.Семеновăна, Р.А.Башмаковăна, И.С.Самуилова, Р.П.Нурлатовăна, В.Е.Язвовăна, В.М.Михайловăна, Р.А.Петровăна, Л.В.Смирновăна, Ю.П.Петрова ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунса чечек çыххисем пачĕç. Вĕсен ячĕпе илемлĕ юрă шăранчĕ, чĕрисене савăнăç хĕлхемĕ çупăрларĕ, сăн-пичĕсенче йăлтăр кулă çиçрĕ. Ăшă сăмах, тимлĕх çын кăмăлне еплерех çĕклесе ярать, уйрăмах ватăсенне.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пулас ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн кадетсен класĕн воспитательне, шкул директорĕнче нумай çул ĕçленĕ Н.Е.Егорова, музыка тата технологи вĕрентекен В.М.Михайлова, музей директорне К.М.Ивановăна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М.Е.Петровăна, хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ чунпа туса пынăшăн Е.Егоровăпа Л.Михайлова техслужащисене тата О.Петрова повара район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. ДОССАФăн районти организацийĕн председателĕ В.Владимиров нумаях пулмасть Шупашкарта пневматикăлла винтовкăран персе тата автомата салатса пуçтарас енĕпе республикăра мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртура çĕнтернĕ кадетсене дипломсемпе хавхалантарчĕ.

Салам сăмахĕсемпе Раççей Паттăрĕ Н.Гаврилов, унăн шăллĕ С.Гаврилов подполковник, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, Шупашкарти Ленин районĕн пуçлăхĕ А.Зайцев, унăн çумĕ Е.Иванова, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн психологипе педагогика факультечĕн деканĕ С.Руссков, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин наукăпа техникăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ И.Илларионов профессор, Шупашкарти кооператив институчĕн финанс кафедрин заведующийĕ, Раççей академийĕн социологи наукисен академикĕ В.Елагин, Шупашкарти ăшăпа энерги сечĕн гендиректорĕ Н.Елагин, "Волгасантехмонтаж" пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕн çумĕ В.Семенов, Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Михайлов, педколледж преподавателĕ О.Краснова, медицина тата педагоика наукисен докторĕсем Н.Григорьевпа Е.Васильев-Бурзуй тата ыттисем тухса калаçрĕç. Вĕсем хăйсен вĕрентекенĕсене, пĕр класра вĕреннисене, ачалăхпа яшлăх çулĕсене аса илчĕç, шкула парнесем пачĕç. Николай Федорович шкул столовăйне электричествăпа ĕçлекен пысăк плита, кадетсен класне походсене çÿреме тата çарпа спорт вăййисене хутшăнма палаткăсем туянма хулăн конверт пачĕ, паллах, унта мĕн чикни кашниншĕн паллă. Ĕçтешĕсене саламлама, ăнăçу сунма Йĕпреç районĕнчи Пучинке вăтам шкулĕн директорĕ Ю.Кузьмина та килнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ А.Краснова учительсен ячĕпе каланă тав сăмахĕсене мăшăрĕпе, Петрпа, илемлĕ чăваш юррисем юрласа çирĕплетрĕ. "Юрă парне пултăр" – терĕç Крановсем пуç тайса.

Янкăлч шкулĕнче пĕлÿ илнисен ячĕпе В.Якимова, Ю.Феофанов, педагогика ĕçĕн ветеранĕсен ячĕпе В. Алексеев сăмах каларĕç. Тухса калаçакансем хушшинчи вăхăта вĕрентекенсемпе вĕренекенсен хорĕ, ташă ушкăнĕ, кадетсем, кăçал вĕренсе тухакансем, районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Н.Петрова, чăваш эстрадин çăлтăрĕ Л.Степанова хăйсен пултарулăхĕпе илемлĕ сăн кĕртрĕç.

Юбилей каçĕ вĕçленчĕ. Анчах та киле васкакансем пулмарĕç. Тăван шкулта вăрăм сĕтел хушшине ларса тавралăха каç сĕмĕ çапма пуçличченех аса илÿ çăмхине сÿтрĕç. Аса илмелли, пĕр-пĕрне каласа памалли тем чухлех пулчĕ. Кашниех чунĕпе ачалăха, яшлăха таврăнчĕ.

– Пĕртте сирĕнтен уйрăлас килмест, мĕн ирччен, автансем авăтма пуçличчен сирĕнпе калаçса ларма хатĕр. Калаçăвăн вĕçне пурпĕр тухаяс çук. Час-часах ирттересчĕ çакăн пек тĕл пулусем. Çук, пачах та ватăлман эсир, манăн юратнă вĕрентекенĕмĕрсем, сумка çакса пĕрле шкула çÿренĕ юлташăмсем. Çÿçĕрсем çеç сайралнă, шуралнă. Куçăрсем çавăн пекех çиçеççĕ, чунăрсем ватăлма пĕлмеççĕ, – чĕре патне пыракан çакăн пек сăмахсемпе сыв пуллашрĕ Раççей Паттăрĕ Н.Гаврилов тăван шкулпа, ентешĕсемпе.

Виталий АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика