25 февраля 2011 г.
Раççей статистики выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси чакса пынине систерет.
2010 çулта 10,5 млн тонна чухлĕ выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк пуснă (чĕрĕ виçепе). Ку виçĕм çулхинчен 5,2 процент ытларах.
Сĕт суса илесси мĕнпур категорири хуçалăхсенче 31,9 млн тоннăпа танлашнă, 2009 çулхинчен 2,1 процент сахалтарах. Сăвăм чакни выльăх йышĕ сахалланнипе çыхăннă. 2010 çулхи декабрь вĕçĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче 20 млн пуç мăйракаллă шутлра выльăх шутланнă, вăл шутран 8,8 миллион ĕне, 17,2 млн сысна, 21,8 млн сурăхпа качака.
Выльăх апачĕпе тивĕçтерес ĕç хальлĕхе йывăр пырать. 2011 çулхи январь тĕлне ял хуçалăхĕсенче выльăх апачĕ 12,2 млн тонна таран чакнă. Иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне кашни выльăх пуçне 10,4 центнер апат единици пулнă пулсан, халĕ – 7,8 çеç.
Е.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.