25 февраля 2011 г.
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 22 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ асăну кунĕ "Афган ас тăвăмĕ – Афган ыратăвĕ" сăмахсемпе пуçланчĕ. Ăна В.Парпалес социаллă педагог хатĕрленĕ, 9-мĕш класра вĕренекен А.Артемьевăпа В.Вербина ертсе пычĕç. Тĕл пулăва Н.Иванов воин-интернационалиста чĕннĕ. Николай Сергеевич район больницин васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕнче медбратра ĕçлет. Афганистанра та вăл медбрат пулнă.
Н.Иванов унти çапăçусене, пĕрле службăра тăнисене чунне ыраттарса аса илчĕ. Шыв çитменнипе нумай нушаланма тивнĕ пирĕн салтаксен. Ăна водокачкăран пичкесемпе илсе килнĕ, термоссене тултарса постсем тăрăх валеçсе çÿренĕ. Сывламасăр тенĕ пек итлесе ларчĕç ачасем Николай Сергеевич каласа панине.
А.ВИТАЛЬЕВ.