25 февраля 2011 г.
Нарăсăн 17-мĕшĕнче Чăваш Наци библиотекинче пирĕн сумлă ентешĕн Юрий Артемьевăн "Чăн тÿпери çич çăлтăр" ("Семь этюдов") çĕнĕ кĕнекин презентацийĕ тата юбилей уявĕ иртрĕ.
Юрий Михайловичăн Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă "Чăн тÿпери çич çăлтăр" кĕнеки чăваш литературинчи чи çутă ятсен – Константин Ивановăн, Михаил Çеçпĕлĕн, Федор Павловăн, Илле Тăхтин, Петĕр Хусанкайăн, Хветĕр Уярăн, Юрий Скворцовăн – илемлĕ пултарулăхри ăсталăхне çĕнĕлле хаклать. Автор произведенисене тепĕр хут вуласа тухса вĕсене тарăнрах тишкерет. Тавлашуллă ыйтусенчен те пăрăнса иртмест. Ку кĕнеке вĕренÿ заведенийĕсенче ĕçлекенсемшĕн те, студентсемшĕн те, чăваш сăмахлăхне хаклакансемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Уяв мероприятине Чăваш Республикин культурăн, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Фошин уçрĕ. Чăваш литературин аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тата пултарулăх анинче нумай çул вăй хунăшăн Ю.Артемьева Чăваш Ен Президенчĕн Михаил Игнатьевăн Тав çырăвне пачĕ. Юбиляра çавăн пекех Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, район администарцийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, "Канашсем" ентешлĕх представителĕсем, Сиккассинчи тата районти ытти шкулсен учителĕсем, И.Н.Ульянов тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ университетсен преподавателĕсем, гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сотрудникĕсем, ытти паллă çынсем ăшшăн саламларĕç.
Чăваш паташлăх университечĕн вырăс филологийĕн факультечĕн деканĕ Геннадий Корнилов калани уйрăмах килĕшрĕ мана: "Факультетри вырăс литературин кафедрин пуçлăхĕсем пĕрмаях улшăнса тăратчĕç. Пĕри те тепри кафедра ертÿçи пулассишĕн тупăшатчĕ. Юрий Михайлович Артемьев килсен çакăн евĕр тавлашу-тупăшу хăйне хăй лăпланчĕ. Преподавательсем вăл мĕн тери хăватлă, ăслă пулнине пирвайхи тĕл пулурах ăнланса илчĕç. Тарăн шухăшлавлă çын вăл. Юрий Михайловичпа ĕçлеме интереслĕ, çăмăл", – терĕ Геннадий Емельянович.
Сиккассинчи илемлĕ пултарулăхпа кану центрĕ çумĕнчи "Салам" ансамбль уява пухăннисене хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ те савăнтарчĕ. Хăй çуралса ÿснĕ Сиккассинчен ентешĕсем килни Ю.Артемьева пушшех те хавхалантарчĕ-тĕр.
И.АНДРЕЕВА.