АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусене пăхса тухнă

25 февраля 2011 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов районти хуçалăхсен ертÿçисемпе тата агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай специалисчĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Унта ку чухнехи çивĕч ыйтусене пăхса тухнă.

Пай пуçлăхĕ В.Никоноров иртнĕ çул акса-лартса ÿстерес енĕпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ тата кăçалхи тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Район территоринче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем 43114 гектар йышăнаççĕ. Вĕсенчен 39535-шĕ – усă куракан çĕрсем, 1672-шĕ – улăх-çарансем тата кĕтÿ çÿретмелли вырăнсем, нумай çул ÿсекен йывăç-курăкăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 188 гектар. 2010 çулта, иртнĕ çултисемпе танлаштарсан, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем туса илесси самаях чакнă. Вĕсен виçи 8059 тонна, ку вăл виçĕм çулхинчен 74 процент сахалрах. Гектар тухăçĕ – 11,7 центнер. Пĕчĕк кăтартусен сăлтавĕсем – çу тата утă уйăхĕсенче çумăр çуманни тата вĕри çанталăк. Çĕр улми 2009 çултинчен 73 процент сахалрах пухса кĕртнĕ.

Хальхи вăхăтра выльăх апачĕ туянас енĕпе ĕçлеççĕ. 2008-2010 çулсенче пушă выртакан 9370 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Кăçал типĕ çанталăка пула 1431 гектар çеç "ĕçлеттерсе" янă, çакă – планпа пăхнин 40 проценчĕ. Хыт-хурапа витĕннĕ 5091 гектар çĕре сухаласа ял хуçалăх культурисем акса-лартса хăварма палăртнă.

"Россельхозбанк" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Канашри хушма офисĕн управляющийĕ Т.Волков ял хуçалăх продукчĕсем туса илекенсене кредитсем парас йĕркепе паллаштарнă. Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова районти хуçалăхсенче ĕç сыхлавне мĕнле пăхăнни çинчен каласа панă. Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ А.Степанов Африка чуми енĕпе эпизотилле лару-тăру епле пулнине пĕлтернĕ. Ку тĕлĕшпе çĕршыра лăпкă мар.

Паянхи кун тĕлне районта тĕш тырă вăрлăхĕн 52 процентне кондицие лартнă. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама 1350 тоннăран кая мар минераллă удобренисем туянмалла. "Россельхозцентр" патшалăх учрежденийĕн Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Денисов пĕл-тернĕ тăрăх, "Канаш", "Цивиль", "Нектар", "Весна" тулли мар явалă пĕрлĕхсенчи вăрлăх акма юрăхлă. "Восход", "Пинер", "Вперед" тата "Родина" хуçалăхсенче кондициллĕ вăрлăх çукпа пĕрех. "Пысăк пахалăхлă вăрлăх акассине тĕпе хурса, пирĕн ял хуçалăх производствин эффектвлăхне ÿстермелле", – тенĕ Анатолий Викторович.

Канашлăва райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетнĕ. Вăл асăрхаттăрнă çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе конкретлă мерăсем йышăнма хушнă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика