22 февраля 2011 г.
Кирек мĕнле çын та хăйĕн ÿсĕмне, профессине, хула е ял çынни пулнине пăхмасăр ачалăхра вылянă теттесене аса илет. Вĕсене кам тата мĕнле тунин пĕлтерĕшĕ пысăк. Ал ĕç ăстисем теттесем тăвас ăсталăха паянхи кунччен упраса хăварнă. Вĕсен ĕçĕсенче халăх пуянлăхĕ, историйĕ палăрать.
Хулари тавра пĕлÿ музейĕнче уçăлнă "Пурăннă тет пуканесем" курав пуканесен тĕнчипе паллаштарать. Кун евĕр выставка пирĕн патра пĕрремĕш хут ĕçлет. Экспонатсем килен-курана иртсе кайнă ачалăха илсе таврăнаççĕ. Куравра халăхăн художествăлла промыслин маçтăрĕсен Марина Суворован (Шупашкар хули), Елена Куликован (Канаш), Анатолий Паршинăн ĕçĕсене курса тĕлĕнме пулать.
Марина Суворова ÿнерĕн çак тĕсĕпе 1993 çултанпа, хĕрĕсем Екатеринăпа Дарья çуралнă хыççăн, кăсăкланма пуçланă. Халĕ аслă шкулсенче ăс пухакан пикесем пушă вăхăтра амăшне пулăшаççĕ, хăйсен эскизĕсене сĕнеççĕ. Елена Куликова Канаш хулинчи 9-мĕш шкулта вĕреннĕ. Канашри педколледжра ĕçлекен Л.Петров преподаватель патĕнче дизайнер профессине алла илнĕ. 90-мĕш çулсен вĕçĕнче Мускава командировкăна кайсан МХАТра ĕçлекен профессиллĕ художниксемпе Вероника Кочетковăпа тата Олина Вентцельпе паллашнă, фарфор пуканесене çĕнĕрен чун кĕртекенсенчен ăсталăха вĕреннĕ. Халĕ ăна пуканесем çĕлес-ăсталас ĕçре хĕрĕсем Иринăпа Екатерина тата Софья пулăшаççĕ.
Пĕр пĕчĕк кăна пуканене сăнаса пăхар-ха: мĕн тери тарăн шухăш, тĕлĕнмелле илем унра. Ирĕксĕрех пуçра: "Çак япалана эпĕ те тума пултараймастăп-им вара;" – текен шухăш çуралать. Апла пулсан килсе курăр пирĕн музея. Ăстасен ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн, тен, тата кам та пулин хăйне пукане тăвас пултарулăхра тĕрĕслесе пăхĕ.
Курав музейра мартăн 25-мĕшĕччен ĕçлет. Хапăл туса кĕтетпĕр.
М.ДАНИЛОВА, музей директорĕ.