АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш халăхне сипленĕ вырăс

22 февраля 2011 г.

Куславкка район больницине килсе çÿрекенсем мрамор хăма çине çырнă сăмахсене – "Ку больницăра 1946-1965 çулсенче РСФСР тата ЧАССР тава тивĕçлĕ врачĕ И.Е.Виноградов хирург ĕçленĕ" – вуламасăр иртмеççех. Ăста специалистăн кун-çулĕпе паллашасчĕ.

Г.СТЕПАНОВ.

И.Е.Виноградов хирург – йывăр вăхăтра Чăваш Ене килсе ялсенче сывлăх сыхлавне никĕслессишĕн ырми-канми тăрăшнă врачсенчен пĕри. Вăл аллă çула яхăн чирлисене сипленĕ, вĕсенчен 34 çулне Чăваш Енре (20-шне – Куславкка районĕнче) ĕçленĕ. Ял больницин условийĕсенче тĕлĕнмелле операцисем тунипе палăрса юлнă. Иван Ефимович Пĕрремĕш тĕнче, Граждан, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисенче çапăçнă, аманнă салтаксене ура çине тăратнă.

И.Е.Виноградов Кострома кĕпĕрнинчи Галич вулăсĕнчи Кострома ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тĕн училищине пĕтернĕ, гимназире экстерн мелĕпе экзамен тытнă, Хусан университечĕн медицина факультетĕнче (1910-1914) вĕреннĕ.

Чăваш Ене И.Е.Виноградов 1931 çул вĕçĕнче направленипе килнĕ. Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне район больницисен хирурги уйрăмĕн ертÿçинче ĕçленĕ. 1946 çулта Беловожски больницине куçнă. Сиплев ĕçне Иван Ефимович ăслăлăх тĕпчевĕсемпе ăнăçлă çыхăнтарнă, тĕрлĕ медицина журналĕсемпе наука ĕçĕсен пуххисенче 15 ытла статья пичетленĕ. Иван Ефимович общество ĕçне те хастар хутшăннă. Ăна темиçе хутчен район Канашĕн депутатне суйланă. Нимĕçле лайăх калаçнă, французла вуланă. Сăвă çырнă, Моцартпа Бетховенăн тата ыттисен хайлавĕсене пианинăпа ăста каланă. Халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес, çынсен санитарипе гигиена пĕлĕвне ÿстерес енĕпе тăрăшнă.

Чăваш ялĕсенче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ вырăс çынни пысăк хисепе тивĕçнĕ. Ăна РСФСР тата ЧАССР тава тивĕçлĕ врачĕн ятне панă, "СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ" паллăпа чысланă, Куславкка районĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Иван Ефимович пурăннă тата ĕçленĕ урам, больница (район депутачĕсен 1999 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн) хальхи вăхăтра паллă хирург ячĕпе хисепленеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика