22 февраля 2011 г.
Вăрçă тата ĕç, Хĕç-пăшаллă Вăйсен тата йĕрке сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕн пленумĕ иртнĕ. Унăн ĕçне канашăн пуçламăш ячейкисен 30 членĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хулапа район прокурорĕ Я.Сергеев, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова, Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн, район больницин представителĕсем хутшăннă.
В.Софронов вăрçă ветеранĕсене çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе активлă хутшăннăшăн тав тунă, Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă ятпа ирттернĕ тĕп мероприятисене асăнса хăварнă, агропромышленноçпа çыхăннă хăш-пĕр ыйту çинче чарăнса тăнă. Ветерансен районти канашĕн председателĕ М.Данилова иртнĕ çул 141 ветеран пурнăç условийĕне лайăхлатни çинчен пĕлтернĕ.
– Ку енĕпе ĕç вĕçленнĕ теме иртерех-ха. Ветерансен хваттерлĕ е пурăнмалли çуртлă пулас тĕлĕшпе сиксе тухнă кашни ыйтăва вăхăтра татса пама тăрăшмалла, – палăртнă Мария Никитична.
Ветерансем ял тăрăхĕсенче Аслă Çĕнтерÿ 66 çул тултарнине чыслăн кĕтсе илес тĕллевпе тума палăртнă мероприятисем çинчен каласа панă. 2011 çулта социаллă пулăшусемпе тÿлевсене пурне те сыхласа хăварнă. Вĕсем – хваттершĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлесе тăрасси, хула тата унăн тулашĕнче çÿрекен автобуссемпе кайма çăмăллатнă тÿлевсем тата ытти те. Çакăн çинчен тĕплĕнрех Пенси фончĕн представителĕсем ăнлантарса панă.
– Медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрăпăр, – тенĕ район больницин тĕп врачĕн çумĕ А.Шашков.
Пленумра ветерансен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн YI съезчĕн итогĕсене сÿтсе явнă. Ватăсене пулăшу кÿме хатĕрленĕ Программăсене пурнăçлас енĕпе тумалли ĕçсене вăйлатма тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Чăваш наци радиовĕ унчченхи хум çинче калаçманни те пăшăрхантарнă тивĕçлĕ канăва тухнисене. Хальлĕхе ăна 72,41 МГц хум çинче итлеме пулать. Çак ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе яма шантараççĕ Шупашкартисем.
Кăçал ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ю.Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçсе кайнăранпа 50 çул çитет. Çак датăна халалласа пирĕн çĕршывра 2011 çула Космонавтика çулĕ тесе йышăннă. Килес çул чăваш кăйкăрĕ, пирĕн чаплă ентешĕмĕр А.Николаев летчик-космонавт, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ хăйĕн карапне космоса кăларнăранпа çур ĕмĕр пулĕ. Ăна асăнса Шупашкарта палăк лартма пуçару тунине хапăлласа йышăнчĕç.
Пленумра ветерансен пуçламăш организациĕсен ĕçĕсене пырса тивекен йĕркелÿ ыйтăвĕсене пăхса тухнă.
В.АЧЧА.