АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аппăшĕпе йăмăкĕ

22 февраля 2011 г.

Каç... Пÿртре тĕттĕм... Урамра çумăр витререн тăкнă пек çăвать. Галя паян кунĕпех салху çÿрерĕ. Юратнă çынни, Саша, килессе кĕтрĕ вăл. Шантарнă пулин те каччă килмерĕ. Телефонпа та шăнкăравламарĕ.

"Тен, темĕнле инкек сиксе тухнă;" – лăпланаймарĕ чÿрече патне пыра-пыра пăхакан Галя. Сашăпа Наташа (хĕрупраç Гальăн йăмăкĕ пулать) хулара иккĕшĕ те пĕр предприятире ĕçлеççĕ. "Натали мĕн те пулин пĕлмест-ши;" – тесе кăсăкланчĕ канăçне çухатнă пике.

– Нимĕн те пулман, Саша ĕçлет. Паян ăна хуçа тавар илме инçете командировкăна ячĕ. Ан кулян, аппа", – çепĕç сасăпа чĕвĕлтетрĕ йăмăкĕ. Галя ĕненчĕ. "Саша ыран килĕ", – тесе хăйне лăплантарса çывăрса кайрĕ.

Галя ялти ача садĕнче тимлет. Тăван ялтан аякка каяс темерĕ вăл. Хулара воспитателе вĕренсе тухрĕ те ялах таврăнма шухăшларĕ. Ара, çамрăк специалистсене хапăл тусах кĕтсе илеççĕ унта. Ĕçĕ килĕшет пикене, ачасем хушшинче кун ирттерсе хăйне телейлĕ туять. Вĕсемпе аппаланма питех те кăмăллать çамрăк воспитатель. Шалу пысăках мар, анчах та çакă пăшăрхантармарĕ ăна.

Кунтах вăл Сашăпа паллашнăччĕ. Каччă водитель пулса ĕçлетчĕ, автобуспа кÿршĕ ялсенчи ачасене турттаратчĕ. Анчах ĕç укçи тивĕçтерменнипе хулана тухса кайрĕ. "Хулара ал-ура çавăрса ярсан пĕрле илсе кайăп, пĕрлешĕпĕр", – шантарчĕ вăл Гальăпа сыв пуллашнă чухне.

Сашăна ĕçе вырнаçма Гальăн йăмăкĕ Наташа пулăшрĕ. Хулара пурăнма пĕр пÿлĕм тупса пачĕ. Машинăпа тĕрлĕ çĕртен тавар турттармалла иккен. Йĕкĕт хаваспах килĕшрĕ.

Çамрăксем ĕçре кашни кун тенĕ пекех пĕр-пĕрне куратчĕç. Кунран-кун туслăхĕ çирĕплесе пычĕ вĕсен. Наташăпа калаçма та интереслĕ, тĕрлĕ шÿт каласа култарма пултарать. Ĕçре те маттур, ун çинчен ырă сăмах çеç калаççĕ. Саша Галя пирки пĕчĕккĕн манса пычĕ. Халĕ каччăн пĕтĕм шухăшĕ те Наташа çинчен çеç. Галя вара туй пирки ĕмĕтленчĕ. Телейлĕ те савăнăçлă малашлăх çитессе шанчĕ. Анчах пурнăç пачах кĕтмен çĕртенех улшăнчĕ.

Ĕнер килмеллеччĕ Сашăн. Вăл вара паян анчах çитрĕ, пĕччен мар – Наташăпа. Каçхине кÿлĕ хĕрне шыва ансан хĕрупраç йывăç-тĕм хушшинче сасăсем илтрĕ. Пĕри йăмăкĕ-ха, тепри унăн юлташĕ Вера иккен. Наташа ача кĕтнине пĕлтерчĕ. "Ашшĕ кам;" – ыйтрĕ Вера. "Кам пултăр ĕнтĕ; Саша паллах. Эпĕ ăна тахçантанпах килĕштеретĕп-çке. Аппа вара нимĕн те пĕлмест кун пирки. Шел ăна... Анчах мĕн тăвăн, пурнăçĕ çапларах. Çак калаçу иксĕмĕр хушăра пултăр. Илтрĕн-и, Вера;" – юнарĕ пÿрнипе тусне Натали.

Гальăн чĕри çĕçĕпе тирнĕн ыратрĕ. Тăварлă куççулĕ шăпăртатрĕ. Вăл тулли витресене йăтса васкамасăр утрĕ. Текех унăн Сашăна курас та килмерĕ, сассине те илтме кăмăл пулмарĕ.

Чĕринче халь тарăн суран. Ăнланать: кунашкал пулăма манма вăхăт кирлĕ... Галя юратнă ĕçне васкать, унта ăна чăнахах та юратакан шăпарлансем кĕтеççĕ, вĕсемпе чунне йăпатать.

Кристина АЛЕКСАНДРОВА, ЧПУ студентки.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика