22 февраля 2011 г.
Пирĕн хаçатăн электронлă адресĕ çине Тамбов облаçĕнчен çыру килчĕ. Вăл пирĕншĕн кăна мар, хаçат вулакансемшĕн те интереслĕ пулассăн туйăнать. Çавăнпа çырупа туллин паллаштарас тетĕп. Ăна Тамбов облаçĕнчи Мичуринск хулинчи 7-мĕш шкул директорĕ Елена Рыбальченко çырнă. Ку шкул ачисем пирĕн паянхи çутă пурнăçшăн, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуçĕсене хунă, çитмĕл çула яхăн каялла çĕр çинчен ячĕ-шывĕ çухалнă паттăрсене шыраса тупассипе ĕçлеççĕ. Хыпарсăр çухалнă салтаксене шыраççĕ.
"Эпир сире хамăр шырав ĕçне мĕнле майпа пуçăнни çинчен каласа кăтартасшăн, – тенĕ çырура. – 12 çул хушши пирĕн шкул Мунстер хулинчи реальнăй шкулпа туслă çыхăну тытать. 2010 çулхи январь уйăхĕнче ачасене черетлă хут Германие илсе каймалли плана тишкернĕ чухне нимĕç çĕрĕнчи ĕçтешсем пире Берген-Бельзен лагерĕнче совет салтакĕсен ячĕсене ĕмĕрлĕхе хăварма "Эпир сирĕн ятсене çыратпăр..." ятпа ирттерекен мероприятие хутшăнма сĕнчĕç. Лагерь Мунстер хулинчен инçех мар вырнаçнă. 2008 çултанпа çакăн пек мероприятисене нимĕç шкул ачисем валли Берген-Бельзенри Документалистика центрĕ тата салтаксен ÿчĕсене шыраса тупса пытарассипе ĕçлекен Нимĕç халăх союзĕ йĕркелеççĕ. Унччен лагерь архивĕпе усă курман, документсем пирĕн çĕршыври Подольск хулинче упранаççĕ. Нимĕç шкул ачисем архивран пирĕн вилнĕ салтаксен ячĕсене илеççĕ, мастикăран кирпĕч евĕр табличкăсем хатĕрлеççĕ (нимĕçсем ăна чул теççĕ), вăл çемçе чухне ун çине салтак ятне çырса хураççĕ те кăмакара хĕртеççĕ. Çакăн пек табличкăсене нимĕç ачисем 52 штук тунă. Сирĕн ентеш ятне çырнă табличкăна та çаплах хатĕрленĕ.
Кайран çак табличкăсене салтаксен хушамачĕсене вулама май пултăр тесе Херстен масарĕн валĕ çине хунă. Ку масара тыткăнра вилнĕ совет салтакĕсене пытарнă. Тăванла вил тăприсем çинче 50 пин совет салтакăн ÿчĕ канлĕх тупнă. Вĕсен хушшинче Николай Федоров та. Пĕр минут шăп тăнă хыççăн салтаксен ячĕсене икĕ чĕлхепе, вырăсла тата нимĕçле, каларĕç, К.Симоновăн "Кĕт мана" сăввине вуларĕç, чĕрĕ чечексем хутăмăр, çуртасем çунчĕç. Пирĕн ачасем вырăс çĕрĕ çинчен илсе кайнă тăпрана тăванла вил тăприсем çине хучĕç.
2010 çулхи апрель уйăхĕнче асăну церемонине ирттернĕ чухне Берген-Бельзен çийĕн карăннă çумăр пĕлĕчĕсен айĕнче сирĕн ентешĕрĕн Федоров Николайăн (1921 çулхи майăн 2-мĕшĕнче çуралнă, 1941 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче вилнĕ) ячĕ те янăрарĕ. Çуралнă вырăнĕ: Чăваш çĕршывĕ, Чурачăк районĕ, Шуркасси ялĕ. 1940 çулта Шăхасан районĕн çар комиссариатĕнчен салтака кайнă. Ашшĕ – Федор Андреевич Андрианов. Ку материала сирĕн ентеш вилнĕ Берген-Бельзенри лазарет кĕнекинчен илнĕ.
Киле таврăнсан Н.Федоров салтака ăçта пытарнине унăн тăванĕсене пĕлтерес терĕмĕр. Проект ĕçлеме пуçланăранпа 731 табличка хатĕрленĕ, анчах ун çинчен тăванĕсене официаллă йĕркепе пĕлтермеççĕ. Подольскри архива запрос ярсан çеç пĕлме май килет.
Шкул ачисем интернетра салтак пурăннă ял ятне пĕр эрне шырарĕç. Пирĕн ĕçтеш сирĕн республикăри ФСБ тытăмĕнче ĕçлекен юлташĕпе çыхăнчĕ, лешĕ пулăшма шантарчĕ. Нумай вăхăт иртсен эпир сирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕнчен пулăшу ыйтма шутларăмăр. Уйăх ытларах вăхăт иртсен чуна лăплантаракан хурав илтĕмĕр. (Хăш-пĕр регионтан чунсăрлăхпа хуравлани те пулать). Шел пулин те, Николай Федоровăн тăванĕсем сирĕн районта юлман. Анчах та унăн тăван йăмăкĕ пур! Анфиса Федоровна Федорова Çĕрпÿ районĕнчи Паваркасси ялĕнче мăнукĕпе Татьяна Васильевна Федоровăпа пурăнать. Эпир Татьяна Васильевнăпа телефонпа çыхăнтăмăр. Паллах, ватă çын, салтакăн йăмăкĕ, 70 çул иртсен хăйĕн шăллĕне ăçта пытарнине илтсен чунĕнче мĕн тÿссе ирттернине эпир пĕлеймĕпĕр. Малашне вара эпир çак çемьепе те çыхăну тытăпăр. Халĕ вĕсем май килсен Германие кайса тăванĕн вил тăприйĕ умĕнче пуç тайма пултараççĕ".
Çакăн пек вĕçленет çыру. Икĕ çĕршыв ачисем тĕлĕнмелле пысăк та пархатарлă ĕç тунине вулакан ăнланчĕ пулĕ. Хальхи шкул ачисем вăрçă çинчен нимĕн те пĕлмеççĕ тени пур чухне те тĕрĕсех мар. Ачасенче патриот туйăмне пĕчĕклех аталантарасси йăлтах çемьерен тата шкултан килет. Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул иртрĕ, апла пулин те çапăçу хирĕнче выртса юлнисем паян та хăйсем çинчен сас параççĕ. Хыпарсăр çухалнисем паян-ыран кăна мар, çĕр çул иртсен вăрçăран таврăнĕç, анчах гранитпа. Вăрçă паттăрĕсен ячĕсем гранит плити çинче те пулин ĕмĕр-ĕмĕр пурăнччăр.
И.ВЛАДИМИРОВА хатĕрленĕ.