22 февраля 2011 г.
![Вăрçă тертне хăйсем тÿснĕ Вăрçă тертне хăйсем тÿснĕ](../Home/588//2011/20/dsc04663.jpg)
Раççей Федерацийĕн Паттăрĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă 13 çамрăк Афганистанра интернационалла тивĕçĕ пурнăçланă. Вĕсенчен пĕри – авиацин генерал-лейтенанчĕ Н.Гаврилов. Николай Федорович хăйĕн вертолечĕпе командованин заданийĕсене пурнăçлама виçĕ пине яхăн сывлăша çĕкленнĕ. Унăн ентешĕ В.Зиновьев 1980 çулта салтак тумĕ тăхăннă. Çулталăкран, авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче, пехотинецсен отделенийĕн командирĕн, вун тăххăрти В.Зиновьев кĕçĕн сержантăн пурнăçĕ сăртлă-туллă çĕршыври çапăçусенчен пĕринче вăхăтсăр татăлнă. Çурçĕр Кавказри событисене Янкăлч шкулĕнче пĕлÿ илнĕ 14 йĕкĕт хутшăннă.
Шăмат кун, нарăсăн 19-мĕшĕнче, Афганистанри тата Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннă воспитанникĕсен ячĕпе шкулта асăну стенчĕ уçрĕç. Музей директорĕ К.Иванова çамрăклах вăрçă нушине тÿснĕ паттăрсене, вĕсем чăннипех те çак сăмаха тивĕçлĕ, ятран каласа тухрĕ, кĕскен вĕсен биографийĕпе паллаштарчĕ.
Акă хумхануллă самант çитрĕ. Хĕрлĕ хăйăва Раççей Паттăрĕ Н.Гаврилов генерал-лейтенант, унăн шăллĕ – çар авиацийĕн штурманĕ А.Гаврилов подполковник тата Афганистанра пуçне хунă Владимир Зиновьевăн пиччĕшĕ Федор Филиппович касрĕç. Пĕчĕк чаршав сирĕлчĕ те куç умне воин-афганецсен тата Çурçĕр Кавказри событисене хутшăннисен сăн ÿкерчĕкĕсем тухса тăчĕç. Кашнин айне кĕскен вĕсем мĕнле наградăсене тивĕçни, ăçта службăра тăни çинчен çырса пани пур. Янкăлч шкулĕнчен тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă, наука ĕçĕпе чапа тухнисем, ăслăлăх званийĕсене тивĕç пулнисем, ял çыннисем асăну стенчĕпе интересленсе паллашрĕç.
Ăшă калаçу çар тата ĕç мухтавĕн музейĕнче малалла тăсăлчĕ. Кадетсен класĕнче вĕренекенсем музейĕн кашни уйрăмĕпе, вĕсенчи экспонатсемпе паллаштарчĕç. Н.Гаврилов хăй Афганистанра службăра тăни, Поляр ункин леш енне вĕçсе кайни, унта наукăшăн интереслĕ материалсем, питĕ паха та кирлĕ япаласем тупни, килес çул Çурçĕр полюсне этем ури ярса пуснăранпа 100 çитнине мĕнле кĕтсе илме хатĕрленни çинчен каласа пачĕ. Николай Федорович музей директорне Калиса Михайловнăна тăван еншĕн тата унта пурăнакансемшĕн пысăк ĕç тунăшăн чĕререн тав туса хитре тутăр парнелерĕ.
Музей пирки ăшă сăмахсем çавăн пекех Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчи музей директорĕ Г.Иванова, техника наукисен докторĕ И.Илларионов профессор, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, педагогика наукисен кандидачĕ, педколледж преподавателĕ О.Краснова каларĕç.
В.АЧЧА.
ŸкерчĔксенче: музейра.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.