22 февраля 2011 г.
Эрне кун Уçырмари культура çуртĕнче Афганистанри тата Чечняри çапăçусене хутшăннă ентешсен тĕл пулăвĕ иртрĕ. Кун пек мероприятие Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин уявĕ умĕн кашни çулах йĕркелеççĕ. Çакăн пек тĕл пулу районăн тĕрлĕ ялĕнче пурăнакан "служаксене" курса калаçма май парать. Салтака пĕрле кайнă, пĕр чаçре хĕсметре тăнă пулин те час-час курма çук вĕт, кашнийĕн хăйĕн пурнăçĕ, çемйи, ĕçĕ. Пирĕн районтан Афганистан вăрçи витĕр çĕр ытла салтак тухнă, Чечняри çапăçусене икçĕр ытла çамрăк хутшăннă.
Уява пухăннисене район администарцийĕн пуçлăхĕн çумĕ Константин Никоноров, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе тата Канашпа Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн представителĕ Андрей Наймушин подполковник, афган вăрçин ветеранĕсен обществăлла пĕрлĕхĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕн çумĕ Герман Николаев, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Валентина Михайлова саламларĕç. Катек вăтам шкулĕнчи çамрăк космонавтсен "Земляне" кружокне çÿрекенсем литмонтаж лартрĕç. Сиккассинчи илемлĕ пултарулăхпа кану центрĕнче ĕçлекен Алексей Мурзуков, Вячеслав Шпаков, Сергей Шпаков "вĕри точкăсенче" пулнă салтаксен ячĕпе çар юррисем шăрантарчĕç. Икĕ интернационалист воина медальпе наградăларĕç, пĕрне "Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 20 çул" юбилей медалĕпе, теприне – "Афганистан вăрçин ветеранĕ" медальпе. Киле цинк тупăкра таврăннисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.
– Эпир, Афганистанра, Чечняра пулнисем, çарта мĕн тÿснине хамăр кăна пĕлетпĕр. Çавăнпа та йывăрлăха лекнĕ çынна пулăшма васкатпăр. Шел те, пирĕн йыш çуллен сайралса пырать. Çавăнпа та, юлташсем, сывлăхăра упрăр. Пирĕн çамрăксене, хамăрăн ачасене вĕрентсе, кăтартса хăвармалли нумай-ха,– терĕ Герман Николаевич.
И.ВЛАДИМИРОВА.