АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿпе таврăннă

18 февраля 2011 г.

Çĕнтерÿпе таврăннă

Каратэ WKC енĕпе Шупашкарта мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртусене пирĕн район спортсменĕсем те хастар хутшăннă, лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Вăрмар, Шупашкар, Красноармейски районĕсен, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен тата Тутарстан Республикин атлечĕсем хушшинче хăйсен виçисенче малти вырăнсене тивĕçнĕ.

12-13 çулти арçын ачасен ушкăнĕнче кумитэ енĕпе 45 килограмлă виçере Станислав Разумов, 14-15 çулти ачасен ушкăнĕнче 55 кг виçере Николай Николаев, Роман Аввакумов ката енĕпе пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Арçын ачасем пурте Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче вĕренеççĕ. Ушанар çамрăкĕ Александр Артемьев ката енĕпе иккĕмĕш вырăна тухнă. Вăл Шăхасан вăтам шкулĕнче ăс пухать.

Вĕренекенсем каратэ ăсталăхне илме Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексне Л.Васильев тренер патне çÿреççĕ. Леонид Геннадьевич 1 дан хура пиçиххи хуçи.

И.ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика