18 февраля 2011 г.
Районти кашни шкулăн историйĕ пуян тата хăйне евĕрлĕ. Янкăлч шкулĕ, сăмахран, çак кунсенче 130 çул тултарать. Асăннă тапхăрта пĕлÿ çуртĕнчен 2233 çамрăк вĕренсе тухнă. Халĕ шкулăн кун-çулне тĕплĕнрех тишкерсе тухар-ха.
1881 çулта Янкăлч ялне пĕрремĕш вĕрентекен Ефим Федорович Федоров килсе çитнĕ. Часах халăх шкулĕн пĕрремĕш класĕ уçăлнă. Вăл ялти паллă пуянăн Андрей Дмитриевич Дмитриевăн (Богатыревăн) капмар çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă пулнă. Унта пĕтĕмпе 26 çамрăк вĕреннĕ, вĕсен хушшинче пĕртен пĕр хĕр Варвара Сергеева ăс пухнă.
1889 çулта Дмитриевăн çурчĕ çунса кайнă. Çак сăлтава пула шкул вăхăтлăха Тури Юнтапа ялне куçнă.
1898 çулта Янкăлч салинчи чиркÿ çумĕнче прихут шкулне йĕркелесе янă. Пĕлÿ пухма çÿрекенсен йышĕ çулсерен ÿссе хушăнсах пынă. Ку шкула янкăлчсем кăна мар, çывăхри ытти ялсенче пурăнакансем те килме тытăннă. 1907 çулта вĕренекенсен йышĕ, сăмахран, 77 ачана çитнĕ (65 арçын ача тата 12 хĕрача).
Уроксем чиркÿ юррисемпе, кĕлĕ вуланипе пуçланнă тата вĕçленнĕ. Тĕп предметсем çаксем пулнă: арифметика, Турă саккунĕ, истори, юрă юрласси, таса çырасси тата диктовка.
Граждан вăрçи пуçлансан вĕренекенсен йышĕ палăрмаллах чакнă. 1920 çулта шкулта 49 ача çеç тăрса юлнă. Вăрçăн йывăр çулĕсем шкул пурнăçĕ çинче те палăрнă. Çырмалли хут çитсе пыман, вĕренекенсем кивĕ кĕнекесем, грифель хăми çинче çырнă. Чернил пулман пирки ăна юман çăпанĕнчен хатĕрленĕ.
1923 çулта шкул çурчĕ каллех çунса кайнă. Ачасем уйрăм çынсен килĕсенче вĕренме пуçланă. Классем пĕтĕм салипех саланнă пулнă.
1936 çулта çуртсене пĕр вырăна пуçтарса çичĕ класлă шкул туса лартнă. 1938 çулта Янкăлчри вăтам шкула уçнă. Пĕлÿ çуртне Владимир Александрович Сиделкин директор ертсе пынă. 1942 çулта çамрăксен пĕрремĕш ушкăнĕ вăтам шкултан вĕренсе тухнине çирĕплетекен аттестатсене алла илнĕ. Вĕсем пĕтĕмпе çирĕмĕн пулнă.
Çав çулсенче пирĕн районта вăтам шкулсем шутлă çеç пулнă. Çавăнпа та Янкăлч шкулне таврари 45 ялтан ăс пухма çÿренĕ. Çак йышра кÿршĕллĕ районсенчи ялсем те сахал мар.
Эпĕ хам вăрçă чарăннă çул шкултан вĕренсе тухрăм. Пирĕн класс 11 ялти çамрăксенчен чăмăртаннăччĕ. Класри çирĕм пĕр хĕр хушшинче эпĕ пĕртен пĕр каччăччĕ. Çакна ăнланма пулать, йĕкĕтсем ял хуçалăхĕнче фронтри ашшĕсен вырăнне пĕтĕм вăй-халне парса ĕçлетчĕç.
Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче шкултан вĕренсе тухакансен йышĕ сахаллансах пынă. 1948 çулта 8 вĕренекен алла аттестат илнĕ. 1947 тата 1949 çулсенче шкултан вĕренсе тухакансем пачах та пулман. 1953 çулта çак лару-тăру йĕркене кĕнĕ.
Çав тапхăрта 8-10-мĕш классенче вĕренекенсен çулсерен 150-шар тенкĕ укçа тÿлемелле пулнă. Çемьешĕн çакă питех те пысăк укçа шутланнă. Ашшĕсем фронтра вилнисен ачисем укçасăр пĕлÿ илнĕ.
Пирĕн шкул Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ. Çемьери пĕртăвансем: Николай, Сергей тата Александр Сызраньти çар авиаци институтне вĕренме кĕнĕ. Виççĕшĕ те унтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Гавриловсене институтăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Николай Федоровичăн икĕ йăмăкĕ Любăпа Ольга педагогика ĕçне суйласа илнĕ.
Сумлă ентешĕмĕр Н.Гаврилов тăван шкула яланах пулăшма хатĕр. Вăл тăрăшнипе шкулта Çарпа Ĕç мухтавĕн музейĕ уçăлнă, пĕлÿ çурчĕн картишĕнче вертолет-монумент вырнаçтарнă. Çавăн пекех районти пĕрремĕш кадетсен класĕ йĕркеленсе кайнă. Пирĕн кадетсем питех те пултаруллă. 2009 çулта республика шайĕнче район чысне хÿтĕлесе вĕсем 3-мĕш вырăна тухрĕç. Пĕлтĕр вара 1-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Кăçал çак ятарлă класра вĕренекен ултă кадет: Владислав Васильев, Станислав Васильев, Юлия Иванова, Ирина Иванова, Антон Кудрявцев, Андрей Петров вĕренÿре тата спортра курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн ЧР Президенчĕн ятарлă стипендине илсе тăма тивĕçлĕ пулчĕç. Эпĕ çак класăн педагог-наставникĕ пулнă май вĕсемпе мăнаçланатăп.
Енчен те пĕртăван Гавриловсене тÿпе хăй патне йыхравланă пулсан, Сивçырмара çуралса ÿснĕ Петровсем çĕр çинче ĕçлеме кăмăл тунă. Тăватă пĕртăван: Владимир, Всеволод, Вячеслав тата Валерий Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен (халĕ академи) вĕренсе тухнă, агроном специальностьне алла илнĕ. Виççĕшĕ хăй вăхăтĕнче колхозсен ертÿçисенче тимленĕ. Вячеслав Васильевич "Восход" пĕрлĕхе ертсе пырать, шкулпа тачă çыхăну тытать, кирлĕ вăхăтра яланах пулăшма тăрăшать. Валерий Васильевич – подполковник, районти шалти ĕçсен следстви уйрăмне ертсе пырать.
Сивçырмара паллă çемьесем татах та пур: Матвеевсем, Ивановсем, Терентьевсем... Петр Михайлович Терентьев техника наукисен кандидачĕ, профессор. Тюменри ял хуçалăх академийĕн электрооборудованипе электроснабжени факультечĕн деканĕ. Шăллĕ, Николай Михайлович, Пермь Крайĕнчи тĕп эколог.
Çĕнĕ Юнтапари Васильевсен виçĕ ывăлĕ: Николай, Иван, Виталий Хусанти авиаци институтĕнчен вĕренсе тухнă. Тури Юнтапара çуралса ÿснĕ Алексеевсем те шкулта хăйсем çинчен ырă ят хăварнă. Николай, Валерий, Юрий тата Лилия пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Пирĕн районта Юрий Серафимовича ытларах пĕлеççĕ. Вăл нумай çул хушши Чакаç ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлерĕ, халĕ районти вĕрентÿ управленине ертсе пырать.
Шкултан ăнăçлă вĕренсе тухса пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă çемьесене пурне те асăнса тухма çук, паллах, вĕсем пирĕн тăрăхра питех те чылаййăн. Çавăнпа та çак статьяра палăртса хăварайманнисенчен каçару ыйтатăп.
Кашни шкулах хăйĕн ăслайĕсемпе мăнаçланать. Янкăлч шкулĕнчен те тухнă çакăн пек çынсем. Паллашар-ха эппин вĕсемпе. Николай Григорьевич Григорьев – РСФСР тата ЧАССР Тава тивĕçлĕ врачĕ, медицина наукисен докторĕ, профессор, сывлăх сыхлавĕн министрĕнче тимленĕ; Илья Егорович Илларионов – техника наукисен докторĕ, профессор; Егор Васильевич Васильев – педагогика наукисен докторĕ, профессор; Валентина Ефремовна Сергеева – биологи наукисен докторĕ, профессор; Владимир Исакович Елагин – экономика наукисен докторĕ, профессор; Василий Макарович Макаров – ял хуçалăх наукисен докторĕ, профессор; Вячеслав Петрович Леонтьев – çар наукисен кандидачĕ, полковник; Ольга Александровна Краснова – педагогика наукисен кандидачĕ; Геннадий Матвеевич Матвеев – истори наукисен кандидачĕ.
Шкул коллективĕ еплерех ĕçлесе пырасси ертÿçĕрен нумай килни вăрттăнлăх мар паллах. Вăрçă хыççăнхи çулсенче пирĕн шкулта Василий Фомич Чернов директор пулса ĕçленĕ. Вăл çирĕп ыйтакан тата ĕçе тĕрĕс хаклама пĕлекен çын пулнă. 1955 çулта В.Чернов хăйĕн тăван тăрăхне – Сĕнтĕрвăррине тухса кайнă.
Ун хыççăн ертÿçĕ "тилхепине" Владимир Петрович Смирнов тытса пынă. Вăл пултаруллă педагог тата воспитатель пулнă. Шкул ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн ăна Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе наградăланă. "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" хисеплĕ ята илме те тивĕçнĕ пулнă вăл.
Янкăлч шкулĕнче ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ парас тĕллевпе чылай ăста педагог ырми-канми тăрăшнă. Вĕсем кашниех хăйсен предметне юратма тата хисеплеме вĕрентнĕ. Ахальтен мар-тăр вĕренсе тухакансенчен чылайăшĕ педагогика ĕçне суйласа илнĕ.
Шкул хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе чăнласах та мухтанма пултарать. 2008 çулта пĕлÿ çурчĕ РФ Президенчĕн Грантне çĕнсе илме пултарчĕ. Юлашки 3-4 çулта предметсемпе ирттерекен олимпиадăсен кăтартăвĕсем тăрăх вăл районта 3-мĕш вырăн йышăнать. Енчен те пирĕн район республикăра 11 пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ пулсан, вĕсенчен 5-ĕшне – янкăлчсем.
Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче шкул хăйĕн 130 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Çак савăнăçлă тĕл пулу вунă сехетре пуçланать, уява пурне те йыхравлатпăр.
Владимир АЛЕКСЕЕВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.