18 февраля 2011 г.
Ăс пĕрчисем
Ыттисем пирки начаррине калать пулсан, сана мухтасан – çак çынна ан шан.
Мĕн чухлĕ çÿлерех çĕкленетĕн, сана курайманнисен йышĕ çавăн чухлĕ ÿсет.
Сан вăрттăнлăхна пурте пĕлччĕр тесен чи çывăх юлташна кала.
Нумай пĕлсен те мухтанманни çынна çÿле çĕклет. Сахал пĕлсен те мухтанни – чир.
Ырă ĕç тума тăрăш, вăл тепĕр ырă ĕç тума пулăшĕ. Пĕр çылăх тепĕр çылăх çуратать.
Кашни çын йăнăшать. Йăнăшсене йышăнса тÿрлетме хăнăхмалла.
Çын каланине итлеме вĕренесси калаçма пĕлнинчен пахарах.
Чăтăмсăррисем хаклă тÿлесе илекен япалана чăтăмлисем тÿлевсĕрех илеççĕ.
Пултаруллă çын йывăрлăхран тухма пĕлет, ăсти унта лекмест.
Совеç урлă каçса нимĕн те ан ту.
Асăрханса ĕçлесси тĕплĕ шухăшлассинчен те пахарах.
Савăнăçпа ĕçлени тата ĕçленишĕн савăнни – телей.
Пĕрисем малтан шухăшлаççĕ. Теприсем малтан тăваççĕ, унтан шухăшлаççĕ.
Ăслă тата ырă çын ыттисене хăйĕнчен лайăхрах тесе шухăшлать.
Нумай чухне ирсĕр ĕçе лайăх сăмахсем каласа тăваççĕ.
Ухмахпа ан тавлашăр: хăшĕ ухмаххине çынсем уйăрса илеймĕç.
Улталакан шанчăкне çухатать: ун тĕрĕс сăмахне ĕненме пăрахаççĕ.