АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратакансем - телейлĕ

18 февраля 2011 г.

Çветтуй Валентин кунне пĕтĕм тĕнчипе анлăн паллă тăваççĕ. Юратакансем çав кун хăйсен туйăмĕсене çывăх çыннисене уçса пама тăрăшаççĕ. Хăшĕсем ăшă сăмахсемпе пĕрле ытамĕпе роза чечекĕ парнелеççĕ, теприсем хăйсем чунтан юратнине метр çÿллĕш саспаллисемпе те çырса кăтартма хатĕр. Эпир те, Сухайкасси ялĕнче пурăнакансем, çак уява тивĕçлĕ шайра кĕтсе илме шутларăмăр.

Уяв мероприятийĕ ялти культура çуртĕнче иртрĕ. Вăйă-конкурса виçĕ çемье: Маюшкинсем, Анисимовсем тата Емельяновсем хутшăнчĕç. Емельяновсен çамрăк çемйи, сăмахран, кăçал çу уйăхĕнче çитсă туйне паллă тăвĕ.

Арçынсем çав кун хăйсен туйăмĕсене юратнă çыннисене тĕрлĕ енлĕ уçса пама тăрăшрĕç. Хĕрарăмсем тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе мăшăрĕсен чĕри патне "çул" шырарĕç. Уяв апат-çимĕçне жюри членĕсем тата залра ларакансем те тутанса пăхма пултарчĕç.

Курма килнисене уйрăмах пултарулăх конкурсĕ килĕшрĕ. Маюшкинсен çемье ансамблĕ савăк юрă-кĕвĕ шăрантарчĕ. Çемье пуçлăхĕ гитара каларĕ, ывăлĕ Михаил çапса каламалли инструмент çинче вылярĕ.

Алексей Емельянов мăшăрĕн тата залра ларакансен чун-чĕрине "лезгинка" ташăпа тыткăнлама пултарчĕ. Григорийпа Ирина Анисимовсем халăх умне украина халăхĕн телейлĕ мăшăрĕ пек тухрĕç.

Уяв программине Сухайкасси культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕ юрă-ташăпа пуянлатрĕ. Çак уява ирттерме пулăшнăшăн пурне те тав сăмахĕ калас килет. Юратăр, юратакансем – телейлĕ.

И.ИВАНОВА, культура çурчĕн администраторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика