18 февраля 2011 г.
Федераци çăмăллăхçисене паракан социаллă пулăшу пуххин тытăмĕ 2011 çултан улшăнчĕ. Çавна май ăна тивĕçекенсене соцпакетпа чылай ыйту канăçсăрлантарать. Вĕсене паянхи кăларăмра РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн пай пуçлăхĕ Сергей Николаев хуравлать.
– Социаллă пулăшу пуххине халĕ мĕн-мĕн кĕрет;
– Федерацин 2010 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнчи 345-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен соцпакет виçĕ – эмел, санаторипе курорт тата транспорт – пайран тăрать.
Пĕрремĕш пайĕ врач рецепчĕпе тÿлевсĕр эмелпе, медицина тĕллевлĕ хатĕрсемпе тата сусăр ачасене сиплев апатланăвĕн ятарлă çимĕçĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă.
Санаторипе курорт пайĕ – тĕп чир-чĕртен профилактика тумашкăн медицина кăтартăвĕсем тăрăх санаторипе курорт сиплевĕн путевки уйăрасси.
Транспорт пайне хула çывăхĕнчи пуйăспа тÿлевсĕр çÿресси тата санаторие хуласен хушшинчи транспортпа çăмăллăхпа кайса килесси кĕрет.
Урăхла каласан, соцпакетăн медицина пайне икке пайланă. Çăмăллăхçăсен шухăш-кăмăлне шута илсе çапла тунă: пĕрисене эмел кирлĕ, теприсене – санаторипе курорт сиплевĕ. Апла тăк, тĕслĕхрен, уйăхсерен тÿлевсĕр эмел илме юрать, санаторие каяс вырăнне – укçа. Е тепĕр майлă.
– Соцпакетăн тата унăн пайĕсен хакĕсем мĕнлерех;
– Соцпакетăн тулли хакĕ 705 тенкĕпе танлашать. Çав шутра: эмел пайĕ – 543, санаторипе курорт пайĕ – 84, транспорт пайĕ 78 тенкĕ.
– Соцпакета хирĕçлесси е ăна çĕнĕрен илсе тăма пуçласси пирки заявлени памалли вăхăт улшăнман-и;
– Гражданинăн социаллă пулăшу пуххин эмел тата санаторипе курорт пайĕсемпе хуçаланмалли ирĕкне шута кăçалах илмешкĕн ăна хирĕçлес е çĕнĕрен илме тытăнас пирки пĕлтерме саккунпа куçăм тапхăрне палăртнă: 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен заявлени памалла. Ку срокчен ăна 2008 çултан пуçласа 2010 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕчченхи тапхăрта соцпакета пĕтĕмпех е унăн медицина пайне пĕр хутчен те пулсан хирĕçленĕ е асăннă çăмăллăхсен ирĕкĕпе усă курасси пирки пĕлтернĕ федераци çăмăллăхçисем çырма пултараççĕ. Пенси фондне пурин те васкаса каймаллине пĕлтермест çакă: соцпакет ирĕкĕ пур çын хăй шухăшне улăштарас тĕллевлин кăна заявлени памалла.
Сăмахран, çар ĕçне хутшăннă çын çамрăк тата сывлăхĕ кăштах хавшанă тейĕпĕр. Тÿлевсĕр эмел кирлĕ мар ăна, профилактика тĕллевĕпе санаторие кайса сипленни вара вырăнлă. Ку таранччен вăл соцпакетăн медицина пайне хирĕçленĕ, халĕ вара ăна çĕнĕрен пама тата эмел хакне укçан саплаштарма ыйтса 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен çырса пĕлтерме пултарать.
Уйрăммăн палăртмалла: ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен панă заявленисем тепĕр уйăхăн 1-мĕшĕнчен вăй илеççĕ. Урăхла каласан, йышăнăвăра улăштарас тетĕр тĕк Пенси фондне çитсе килессине пуш уйăхĕн вĕçне çитиччен ан тăсăр: кăрлач уйăхĕнче панă заявлени – нарăсăн 1-мĕшĕнчен, нарăсра çырни пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕрет.
– Заявление ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен çырмасан;
– Ун пек чух нимĕн те улшăнмасть. Çын соцпакета 2011 çулта унчченхи пекех илсе тăрать. 2012 çулхи пирки (çăмăллăх кирлĕ-и е укçа-и;) кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен уçăмлатмалла. Шухăша улăштарманнисен Пенси фондне çÿреме тивмĕ.
– Эпĕ – 2010 çулхи чÿк уйăхĕнче, манăн кÿршĕ 2011 çулхи кăрлачра инвалида тухрăмăр. Соцпакет çăмăллăхĕпе иксĕмĕр те усă куратпăр. Ăна хирĕçлесе ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен заявлени пама пултаратпăр-и;
– Паллах, çырма пултаратăр. Анчах вăл 2012 çулта кăна вăя кĕрет. Куçăм тапхăрне, маларах асăнтăм ĕнтĕ, 2010 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕр хут та пулин заявлени çитернĕ çынсем валли палăртнă. Соцпакет ирĕкне пуçласа çак дата хыççăн тивĕçнĕ тĕк малтанхи йĕркенех пăхăнмалла – 2012 çулхи соцпакет ыйтăвĕпе 2011 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырмалла.
– Асанне – вăрçа хутшăннă çыннăн тăлăх арăмĕ. Соцпакета вăл пĕтĕмпех хирĕçленĕ. Нумаях пулмасть сывлăхĕ хавшарĕ, тÿлевсĕр эмел кирлĕ пулчĕ. 2010 çулхи авăн уйăхĕнче соцпакетăн медицина пайне тивĕçме заявлени çырчĕ. Çапах ÿсĕмне кура сывлăха тĕреклетме вăл нихăçан та каяс çук. Санатори сиплевĕ вырăнне укçа илме пулать-и;
– Паллах, пулать. 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен унăн Пенси фончĕн управленине соцпакетăн санаторипе курорт пайне хирĕçлени çинчен пĕлтермелле. Заявлени çитернĕ хыççăнхи тепĕр уйăхран вăл ун вырăнне 84-шар тенкĕ илме тытăнать.
Сăмах май, кирлĕ пулсан Пенси фончĕн специалисчĕсем тухса çÿреме кансĕррисенчен – аслă ăру çыннисенчен, пĕччен пурăнакан граждансенчен – заявление киле пырса йышăнаççĕ. Пенси фончĕн хăвăр пурăнакан вырăнти управленине "васкавлă лини" телефонĕпе шăнкăравламалла кăна.
– 2011 çулта соцпакет илме килĕшменни пирки 2010 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕлтереймерĕм. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен çак тĕллевпе заявлени йышăнаççĕ-и;
– Енчен те эсир халĕччен соцпакетăн медицина пайне хирĕçленĕ е ăна тепĕр хут пама ыйтнă тăк, паллах, май килĕ. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен социаллă пулăшу пуххин эмел е санаторипе курорт пайне хирĕçлеме пулать, транспорт пайне саккун пырса тивмест. Енчен те соцпакета 2012 çулшăн пĕтĕмпех илес мар тетĕр пулсан кун пирки 2011 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен заявлени памалла.