18 февраля 2011 г.
Совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 22 çул çитрĕ. Халĕ нарăсăн 15-мĕшне воин-интернационалистсене асăнмалли кун тесе паллă тăваççĕ.
Сăртлă-туллă çĕршывра интернационалла тивĕçе пурнăçланисем пуçĕсене хунисене хула чиркĕвĕнче асăнчĕç. Çакăн хыççăн вĕсем воин-афганецсене асăнса лартнă монумент умĕнче пухăнчĕç. Митинга Е.Львов воин-афганец уçрĕ. Евгений Васильевич тăван тăрăха таврăнайман ентешсене асăнса пĕр минут шăп тăма ыйтрĕ, вĕсен ячĕсем халăх асĕнчен нихăçан тухмасса шанни, вĕсем ĕмĕр-ĕмĕр çамрăк пулса юлни çинчен пĕлтерчĕ. Унăн сăмахĕсене малалла Афганистан ветеранĕсен обществăлла пĕрлĕхĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕн çумĕ Г.Николаев, Чечняри событисене хутшăннă Е.Соколов тăсрĕç.
Канашри тавра пĕлÿ музейĕнче Чечня вăрçине хутшăннă, пуçĕсене хунă ентешсене асăнса стендсем хатĕрленĕ. Воин-афганецсем вĕсене пысăк интереспа пăхса тухрĕç, кунта ĕçлекенсене тав туса, ырă ĕçне хакласа ятарласа уçнă журнала тав сăмахĕсем çырса хăварчĕç. Çавăн пекех вĕсем Канашри музее килнĕ шкул-интернат воспитанникĕсем умĕнче Афганистанра ирттернĕ кунĕсене аса илчĕç. Сывламасăр тенĕ пек итлерĕç ачасем медаль çакнă арçынсем каласа панисене.
Вăхăт каç енне сулăнсан хулари Культура керменĕнче воин-интернационалистсен пысăк ушкăнне "Афган вăрçин ветеранĕ" медальпе наградăларĕç. Çак ятпа вĕсене район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров, Канашра пурăнакансене социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова саламларĕç.
Мероприяти салтак юррисен фестивалĕпе вĕç-ленчĕ.
В.АЧЧА.