18 февраля 2011 г.
К.Михайлов Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Уйрăмах вăл физика тата математика предмечĕсене килĕштернĕ, спортпа туслă пулнă. Тинĕс çул çÿревĕ те интереслентернĕ. Ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе Костя çарпа тинĕсĕн А.С.Попов ячĕллĕ радиоэлектроника институтне вĕренме кĕнĕ.
Нумаях пулмасть К.Михайлов курсант тăван шкулта пулчĕ. Тĕл пулăва шкулĕпех пуçтарăнчĕç. Костя хăй вĕренекен çар институчĕ, курсантсен пурнăçĕ, çар карапĕ çинче похода кайса килни çинчен каласа пачĕ, сăн ÿкерчĕксем кăтартрĕ. Çавăн пекех вăл шкулта ăс пухнă çулсене ăшшăн аса илчĕ, пĕрремĕш учительне, класс ертÿçи пулнă Л.Тарасовăна, хăйне вĕрентнĕ пур учителе те пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнăшăн, тĕрĕс воспитани панăшăн тав турĕ.
Ачасем Костя каласа панине хăпартланса итлесе ларчĕç. Чылайăшĕн, уйрăмах арçын ачасен, ун пекех тинĕсре ишес килчĕ.