18 февраля 2011 г.
Хĕл кунĕсенче çула тухма питех те чăрмавлă. Юр пĕр чарăнми вĕçтернĕрен автоçула хÿсе каять, çанталăк "вылянса" тăнăран асфальт пăрпа витĕнет. Руль умĕнче самантлăха тимлĕхе çухатсан кювета чăмасси тата хирĕç килекен автотранспорт çулĕ çине тухса каясси те инçех мар.
Кăрлач уйăхĕнче çанталăк уяр кунсемпе сайра хутра кăна савăнтарчĕ пулин те автоинкексен шучĕ нумаях мар. Иртнĕ уйăхăн 5-мĕшĕнче шута илнĕ авари раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Каçхине тăватă сехет иртсен "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçулăн 32-мĕш километрĕнче Пайкилт ялĕнче пурăнакан арçын ГАЗ-322132 автомашинăпа хирĕç килекен транспорт çулĕ çине тухса ТОЙОТА РАВ-4 çапăннă. ГАЗ салонĕнче пулнă хĕрарăм, вăл Шупашкарта пурăнать, тĕп хуламăрти 1-мĕш "-лĕ клиника больницине медицина пулăшăвĕ ыйтма пынă. Унăн аяк пĕрчисем тата купарча шăмми сусăрланнă. Адмтĕпчев пырать.
Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче кăнтăрла иртни виçĕ сехет тĕлнелле Карăклă ялĕ çывăхĕнче ("Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçул çинче) Чулхула облаçĕнче пурăнакан водитель МАЗпа умĕнче пыракан ВАЗ-2112 автомашинăна "хăваласа" çитнĕ. Дистанцие пăхăнманни çăмăл автомашинăра ларса пыракан хĕрарăм пассажирăн сывлăхне самаях хавшатнă, вăл сурансемпе хула больницине лекнĕ. Ку автоинкеке те административлă майпа тĕпчеççĕ.
Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче, кăнтăрла тĕлĕнче, Шупашкар каччи хăйĕн автомашинипе Хунав ялĕ çывăхĕнче çын çине пырса кĕнĕ. Хунавра пурăнакан арçын çывăхра иртекен автотранспорт умĕнчен çул урлă чупса каçма пикеннĕ пулнă иккен. Анчах та ĕлкĕреймен, хула больницине лекнĕ. Арçыннăн икĕ ури те хуçăлнă.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.