18 февраля 2011 г.
Бизнес-плансене сÿтсе явнă
Банксем ял хуçалăх предприятийĕсене кредита тавăрасса витĕр курса тăрсан çеç параççĕ. Вĕсенчен кивçен илес тесен тăрăшсах ĕнентерме тивет.
Нарăс пуçламăшĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствинче Раççей Перекет банкĕн тата Раççей ял хуçалăх банкĕн республикăри филиалĕсен, район администрацийĕсен яваплă çыннисем, хуçалăхсен ертÿçисем кредит проценчĕн пĕр пайне банка тавăрса пама патшалăхран субсиди илессишĕн министерствăна тăратнă инвестицин 95 бизнес-проектне пăхса тухнă. Тĕплĕн тишкернĕ те – пысăкрах пайне лайăхлатма сĕннĕ. Пуянлатмасан кредит "хĕсĕнме" пултарать. Комсомольски районĕ – 10, елчĕксемпе муркашсем 8-шар тăратнă пулсан Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Канаш, Куславкка, Красноармейски районĕсем 1-2-шер çеç илсе килнĕ.
Ю.МИХАЙЛОВ.