18 февраля 2011 г.
Тимлĕр: ултавçăсем тĕлĕрмеççĕ
Хула пасарĕнче песукпа сутă тăвакан хĕрарăм милицине заявлени çырса панă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче çак предприниматель палламан арçынпа тупăшлă килĕшÿ тунă. Лешĕ йÿнĕ хакпа песук кÿрсе килме шантарнă. Малтанласа 30 пин тенкĕ ыйтнă. Час ĕненекен хĕрарăм çийĕнчех ыйтнă суммăна кăларса тыттарнă.
Ултавçă арçынна хĕрсех шыраççĕ. Вăл паллашнă чухне хăйне Бек Али (тен, Бегали) тесе чĕнеççĕ тесе пĕлтернĕ. Çирĕп хул-çурăмлă, çÿллĕшĕ 170 сантиметра яхăн, сăнран пĕр 45 çулсенче, çÿçĕ кĕске, хура тĕслĕ, сылтăм куçĕ айĕнче тур палли, тĕксĕм свитер, çыхнă шурă калпак, хура куртка тăхăннă. Асăрхакансене 02 е 23-2-23 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравлама ыйтаççĕ.