18 февраля 2011 г.
Юн кун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Шупашкартан килнĕ информаци ушкăнĕ райадминистрацин пайсемпе службисен ĕçченĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсене çитсе халăхпа тĕл пулу йĕркеленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Атнаш ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Владислав Васильевич районти ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă май халăха ĕç тупса парас тĕллевпе йĕркеленĕ программăсем çинче чарăнса тăнă. Февралĕн 15-мĕшĕ тĕлне обществăлла ĕçсем йĕркелеме 15 килĕшÿ тунă. Çав договорсемпе 55 çын ĕçе вырнаçнă. Унсăр пуçне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта комисси 10 бизнес плана пăхса тухса хак панă, 4-шне ырланă, 3-шне йĕркене кĕртсе çитерме каялла тавăрса панă, тепĕр виççĕшне пăрахăçланă. Налук службинче ĕçлекенсемшĕн хĕрÿ тапхăр – деклараци кампанийĕ пырать.
В.Софронов Раççей космонавтикин çулталăкне тата А. Г.Николаев тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе килес çул 50 çул çитнине халалласа Шупашкарта А.Г.Николаев космонавт летчик палăкне хатĕрлеме укçа пухас ĕçе хастар хутшăнма сĕннĕ.
Ял çыннисем паян хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене çĕкленĕ: сĕт туянакансем чĕр тавар хакне чакарса лартни, çĕр улми хакĕ, урамсене юртан хырса тасатасси, çурт-йĕр хăпартма çĕр лаптăкĕ уйăрса парасси, ял халăхне ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси, çÿп-çап турттарса тухасси... Кашни ыйту çинех тивĕçлĕ хурав илнĕ.
И.ИЛЬИНА.