16 февраля 2011 г.
Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче каçхине тăхăр сехет çурăра Шăхасан сали çывăхĕнче ("Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçул çинче) автоинкек пулса иртнĕ. Палăртман автомашина Сител ялĕнче пурăннă 1974 çулта çуралнă арçынна çапса хăварнă. Инкек тÿснĕ çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май килмен, вăл йывăр сурансене пула районти тĕп больницăн реанимаци уйрăмĕнче вилсе кайнă.
Çак автоинкеке курма пултарнă çынсене дежурнăй чаçе: 49-0-02 тата районти ГИБДД уйрăмне: 49-0-10, 49-1-83 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр. Информацишĕн хавхалантараççĕ.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.