16 февраля 2011 г.
2011 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче Çĕр планета çынни, СССР Гражданинĕ Юрий Алексеевич Гагарин пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕренпе 50 çул çитет. Килес çул вара, 2012 çулхи августăн 11-15-мĕшĕсенче, пирĕн мухтавлă ентеш, СССР летчик космонавчĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев пуçласа космоса вĕçнĕренпе – 50 çул. Çавна пула 2011 çула Раççей космонавтикин çулталăкĕ тесе паллă тума йышăннă.
Чăваш Енри вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право йĕркине сыхлакан органсен ветеранĕсен Канашĕн президиумĕ пирĕн республика çинчен пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ А.Г.Николаева асăнса лартмалли палăка хатĕрлеме укçа пуçтарасси çинчен пĕлтерет.
Шупашкарта А.Г.Николаев тата М.И.Калинин урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта палăк çĕклеме 2011 çулхи майăн 1-мĕшĕччен 10,5 млн тенкĕ укçа пуçтармалла.
Ветерансен Канашĕн президиумĕ мĕнпур ветерана, граждансене, учрежденисемпе организацисене, предприятисене, обществăлла организацисене, политика партийĕсене çак пархатарлă ĕçе хастар хутшăнма ыйтать.
Ветерансемпе пенсионерсем районпа хулари ветерансен Канашĕсене, ыттисем республикăри ветерансен Канашĕн расчетлă счечĕ çине укçа куçарма пултараççĕ, анчах "А.Г.Николаев палăкне хатĕрлеме" тесе палăртма манмалла мар.
Республикăри ветерансен Канашĕн пуçарăвне Чăваш Ен Президенчĕ М.В.Игнатьев ырланă.
Банк реквизичĕсем: ИННŸКПП 2128020854/212801001, Чувашская Республиканская общественная организация ветеранов (пенсионеров) войны, труда, Вооруженных Сил и правоохранительных органов,
Р/с 40703810775220100068 в Чувашском ОСБ " 8613 г. Чебоксары
БИК 049706609
К/с 30101810300000000609
ОКПО 24371114
Ыйтусене çак адреспа пама пултаратăр: Шупашкар хули, Гагарин урамĕ, 20-мĕш çурт, 201-мĕш пÿлĕм, Республикăри ветерансен Канашĕ. Телефон: 62-03-58.
А.СКВОРЦОВ, республикăри ветерансен Канашĕн председателĕ.