АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çакланнă

16 февраля 2011 г.

Хурчка – çăткăн вĕçен кайăк. Хĕл кунĕсенче вĕсем те выçăпа аптăракалаççĕ. Çавăнпа та чĕнмен хăнасем ялалла васкаççĕ, кил-хуçалăхра шыранаççĕ. Нумаях пулмасть çак кайăк кÿршĕсен кил-картине илĕнни çинчен илтрĕм.

Хурчка вĕсен чăх витине кĕме тытăннă иккен. Каçсерен çак "вăрă-хурах" чăхсене тустарнă, шуйхатнă, ир енне вĕлерсе хăварнă. Ниепле те тытма май килмен ăна.

Пĕр кунхине çанталăк сивĕ пулнăран-ши чăх витине Хураçка кĕрсе выртнă пулнă. Ăшăнса çывăрсах кайнă вăл. Кил хуçи тавралăха каç сĕмĕ çапсан алăка хупса хăварнă. Каçхине витере шăв-шав пуçланнă. Кинемей чупса тухнă та вите алăкне уçса янă, Хураçка чĕнмен хăнана çапса антарнă иккен. Ямăт какай çиесси пĕтнĕ текех çак хурчкан.

Алиса ПАВЛОВА. Çеçпĕл шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика