16 февраля 2011 г.
Пĕлтĕр пирĕн районта ачасене пула 7 автоинкек пулса иртнĕ, вĕсенче 9 шăпăрлан сусăрланнă. Телее, вилнĕ тĕслĕхсем çук. Кăçал ачасем урапа айне лекнине шута илмен.
Çак хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе республикăра нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен профилактика мероприятийĕ иртет. Палăртнă тапхăрта çул-йĕр хăрушсăрлăх тематикипе шкулсенче калаçусем йĕркелеççĕ, водительсене тимлĕрех пулма ыйтаççĕ.
Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ çинчен ачасемпе шкулта çеç калаçни çителĕксĕр паллах. Пепкĕрсем ырă-сывă çитĕнччĕр тесен вĕсене çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалли çинчен килте те тăтăшах асăрхаттарса тăмалла. Май пулсан ачăрсене хĕллехи вăхăтра шкула ăсатса ярса кĕтсе илме тăрăшăр.
Водительсене те тимлĕрех пулма ыйтса калас килет. Шкулсем çумĕнче тата çул урлă каçмалли ятарлă вырăнсенче хăвăртлăха пĕчĕклетĕр. Ачасем пирĕн малашлăх пулнине яланах асра тытăр.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропагадна инспекторĕ.