16 февраля 2011 г.
Эпĕ хамăн хваттере сутас тетĕп. Анчах унта манпа пĕрле тата икĕ сыпăкри пичче те пропискăра тăрать. Вăл вара нумайранпа федераллă шыравра. Мĕн тумалла-ши манăн;
В.Степанов, Шăхасан.
Саккунпа килĕшÿллĕн хваттер хуçин пропискăра тăракан çынсем пулсан та хăйĕн çурт-йĕрне сутма ирĕк пур. Анчах та кун пек хваттерсен хакĕ ирĕккисемпе танлаштарсан чылай пĕчĕкрех. Çын çухалнин срокне шута илсе вăл вилнĕ е хыпарсăр çухалнă тесе çирĕплетме суда заявлени пама юрать.
Гражданла кодексăн 42 статйипе килĕшÿллĕн çухалнă çын пирки çулталăк хушшинче нимĕнле хыпар та пулмасан суд ăна хыпарсăр çухалнă тесе палăртать. Çухалнă çынран юлашки сведенисем илнĕ куна палăртма çук пулсан юлашки хыпар пулнă хыççăнхи тепĕр уйăха, хăш уйăхра сведени илнине пĕлмесен – çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен шутлаççĕ.
Çын пурăннă вырăнта 5 çул хушши вăл ăçта пулнине çирĕплетекен нимĕнле сведени те çук пулсассăн, е вăл хыпарсăр çухалнине ĕнентерекен сăлтав пулсан ултă уйăхран судăн Гражданла кодексăн 45 статйин 1-мĕш пункчĕпе çав çынна вилнĕ тесе йышăнма ирĕк пур. Çапăçусенче пуçне хунă çар çыннине е ахаль çынна çапăçусем вĕçленнĕ хыççăн икĕ çул иртсен тин суд вилнĕ тесе йышăнать.
Çынна регистраци учечĕнчен суд йышăнăвĕпе вилнĕ е хыпарсăр çухалнă тесе – вилнине ĕнентерекен свидетельство кирлĕ – палăртсан регистраци тунă орган кăларать. Çавăнпа та малтан суд йышăнăвне алла илмелле, вăл вăя кĕрессе кĕтмелле, ЗАГС органĕнчен çын вилнине ĕнентерекен свидетельство илмелле, вара тин ăна пропискăран кăлармалла.
Хыпарсăр çухалнă çынна пропискăран кăларма суд çирĕплетĕвĕпе саккунлă вăя кĕнĕ пĕр йышăну та çителĕклĕ.
Л.ПОГАЙДАК, шалти служба майорĕ.