16 февраля 2011 г.
Мĕнле сăлтавсене пула паспорт служби ача 14 çул тултарсан паспорт илмелле чухне тем тĕрлĕ справка ыйтать, çав шутра гражданлăха ĕнентерекеннине те;
Г.Сотникова.
Раççей Федерацийĕн миграци службин территорири органĕсем хăйсен ĕç-хĕлне нормативлă право акчĕсене пăхăнса йĕркелеççĕ.
"Раççей Федерацийĕн гражданлăхĕ" саккунпа (12 статья) тата Раççей гражданлăхĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухмалли Положенипе килĕшÿллĕн ача Раççей гражданлăхне çуралсанах илет. Кăна валли ачан ашшĕпе амăшĕн е иккĕшĕнчен пĕрин Раççей гражданлăхĕ пулмалла, е пĕрин гражданлăх пур, теприн çук, вăл ăçта пурăнни те паллă мар пулсан та ачана гражданлăх параççĕ. Ача Раççей гражданинĕ пулнине çирĕплетекен документ – ача çурални çинчен панă свидетельство, унта ашшĕпе амăшĕн гражданлăхне те палăртаççĕ. Кун пек чухне паспорт илме тем тĕрлĕ справка пуçтарма кирлĕ мар, ачан гражданлăхĕ пурри тÿрех курăнать. Çавăнпа та, хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, ача çуралсан ЗАГС пайĕнче вăл çуралнине ĕнентерекен свидетельство тутарнă чухне унта хăвăрăн гражданлăха çыртарма ан манăр.
Л.ПОГАЙДАК, миграци службин вырăнти уйрăмĕн пуçлăхĕ.