АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ çулăн пăтăрмахлă çанталăкĕ

18 февраля 2011 г.

2010 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикинче йывăр лару-тăру пуçланни çинчен пĕлтернĕччĕ. Ăна декабрь уйăхĕнче юр пулманнипе çĕр питĕ вăйлă тата тарăн шăннипе, çулла çумăр çуманнипе ытла та шăрăх тăнипе çыхăнтарнăччĕ. Иртнĕ çулла Атăл шывĕ те 200 см чакнăччĕ.

Чăваш Республикинче пĕлтĕр акнин 64 процентне яхăн лаптăкра кĕрхи тырăсен калчисем пĕтрĕç, нимĕнле тупăш та параймарĕç. Кĕрхисен калчисем лапамсенче тата тÿрем вырăнсенче çĕрчĕç. Тайлăк вырăнсенче вара сыхланса юлчĕç – тĕш тырă çитĕнчĕ. Мĕншĕн тесен тайлăкра ытлашши нÿрĕк çырманалла юхса кайрĕ – калчана çĕртмерĕ.

Çĕр ĕçченĕ çурхи тырăсен тупăшĕ кĕрхисен çухатăвне саплаштарасса кĕтнĕччĕ. Анчах кĕтни кăлăхах пулчĕ...

Çĕр тарăн тата хытă шăннипе уйра çурхи ĕçсем апрель уйăхĕн варринче кăна пуçланчĕç. Вăл та хăш-пĕр çĕрте çеç – çĕр маларах типнĕ вырăнсенче. Пур çĕрте те акана пĕр эрне кая юлса пикенчĕç. Пĕтĕмĕшле, çур акине йĕркеллĕ ирттернĕ. Тикĕс те парка шăтнă калчасем куçа ачашлатчĕç, чуна савăнтаратчĕç. Анчах çак савăнăç май уйăхĕн юлашки кунĕсенче пăчланчĕ... Чăтма çук йывăр шăрăх, çумăрсăр кунсем вăраха тăсăлни хресчен ĕçне тĕп тума хăтланчĕ: сулхăнра 25-35 градус ăшă, хĕвел лекекен вырăнта - 35-40, хĕвел питтинче 46 градус таран вĕри тăни çĕр ĕçченне питех те пăшăрхантарчĕ. Хĕвел çинче вăйлă магнитлă пăлханусем (протуберанцы) пулнă пирки Атăл тăрăхне çумăр пĕлĕчĕсем çитеймерĕç. Вĕсем шыв пăсланнă вырăнсенчен, тинĕспе океансенчен, инçех каяймасăр çумăрне тăкса пĕтерчĕç. Çанталăкăн çакăн пек йывăр условийĕсенче ÿсме лекрĕ çурхи тырăсен. Çавăнпа унăн вăтам тухăçлăхĕ пĕчĕк пулчĕ – гектартан 9,6 е 6 ц. Гектартан 20 ц пухнă вырăнсем те пулнă. Уйрăмлăх мĕншĕн çакăн пек; Ку ыйтăва агротехникăллă сăнавсем хуравлаççĕ.

Тĕш тырă, çĕр улми, пахча çимĕç туса илекен уй-хир лаптăкне виçĕ пая уйăрма пулать: тÿрем, кăнтăралла е çурçĕрелле тайлăк лаптăксем. Вĕсем пĕр-пĕринчен хĕвел пайăркипе мĕнле ăшăннинчен уйрăлса тăраççĕ: кăнтăралла тайлăк участоксем ытларах ăшăнаççĕ; çурçĕрелле тайлăклисем хĕвел пайăркисенчен чылай сахал ăшă пухаççĕ; тÿрем вырăнсем ăшша вăтам илеççĕ. Çапла вара, типĕ те шăрăх çулсенче, 2010 çулти пек, çурçĕрелле тайлăк лаптăксенче апат-çимĕç продукцийĕ ытларах пухăнать. Шăпах çакăн пек лаптăксенчен – çурçĕрелле тайлăккисенчен – самай аван тухăç илнĕ, гектартан 16-20 ц.

Çурхи тырра хăш-пĕр районта, сăмахран, Вăрмар тăрăхĕнче, пăр çапса пĕтернĕ. 2010 çулхи августăн 19-мĕшĕнче çĕрле çур сехет хушши чылай пысăк пăр çаврашкисем çунă. Ун çинчен хаçатсем çапла çырнă: "Пăр йывăçсенчен пан улмисене, грушăсене тата сливăсене çапа-çапа антарнă – ахаль те начар çитĕннĕ улма-çырла çимĕçне пĕтернĕ. Йывăç тураттисем хушшине пытанма хăтланнă хура тата ула кураксем сусăрланнă, вĕсен виллисене те тупкаланă. Çĕр çинче контузипе аптранă кайăксем ларнă, вĕсен вĕçме вăй юлман". Пăр çунине куракансем каланинчен: "Хăш-пĕр çÿллĕ çуртсен кантăкĕсем ваннă. Пахча çимĕçе ватса пĕтернĕ, вĕсем мясорубка витĕр кăларнă пекех пулнă. Çанталăк Ермак çинчен хунă юрăри пек – аслати алхаснă чарăнмасăр, çиçĕм ялкăшнă тĕттĕмре".

2010 çулта августăн 20-мĕшĕчченех, çумăр аванах çума пуçличченех, çĕр ĕçченне пĕр ыйту пăшăрхантарчĕ: кĕрхисене акмалла е акмалла мар; Çĕр типĕ пулнăран акнă тырă та шăтмасăр юлма пултарать. Вăрлăх тата ĕçлени ахалех сая каймĕ-ши; Çак уйăхăн 19-20-мĕшĕсенче çумăр лайăхах çунă хыççăн тин уйри кĕр аки ĕçĕсем хăвăртланчĕç. Иккĕленÿ сирĕлчĕ. Типсе кайнă тăпрана нÿрĕк 3-5 см таран анчĕ. Сентябрьте те çумăрсем пулкаларĕç. Çавăнпа кĕрхи тырăсем аванах шăтса юлчĕç. Питĕ типĕ тата çумăр пулман вăхăтра хăрса типнĕ хăш-пĕр ÿсен-тăран тепре чĕрĕлсе кайрĕ. Сентябрьпе октябрь уйăхĕсенче кукша пуç, салтак тÿми, мулкач курăкĕ тата ытти курăксем чечеке ларчĕç.

Çĕр улми лартса ÿстерес ĕçре те çурçĕрелле тайлăк лаптăксем ытларах тупăш пани палăрчĕ. Вĕсенчен кашни гектартан 120 ц (е ăна çывăх) çĕр улми пухса илнĕ. Ку ытти çулхинчен сахалрах – 160-200 ц пулнă. Анчах çанталăк условине шута илсен 120 центнера рекорд теме те пулать. Кăнтăралла тайлăк участоксенчен вара гектартан 16 ц кăна пухнă – çĕр улми аври вăхăтсăр хăрчĕ, типсе пăчланса ларчĕ.

Тĕрлĕ курăклă утта та кирлин 75 проценчĕ чухлĕ çеç хатĕрленĕ. Малтанхи хут çулса илнĕ утăн тухăçĕ вăтам пулнă тесен те юрать. Анчах та иккĕмĕш хут çулни малтанхин 20 процентне яхăн çеç пулчĕ. Хĕвел питтинче – кăнтăралла тайлăк вырăнта – июнĕн виççĕмĕш эрнинче саралса, типсе ларчĕ – ÿсме, аталанма чарăнчĕ. Тÿрем вырăнсенче курăксене çавăн пек инкек июль уйăхĕн пуçламăшĕнче пырса çапрĕ. Çурçĕр еннелле тайлăк участоксенче кăна курăксем шăрăхпа типпе парăнмарĕç: ÿсме пăрахмарĕç, хăйсен симĕс тĕсне çухатмарĕç.

Çапла вара 2010 çулхи пăтăрмахлă çанталăка сăнаса тишкернĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм: пĕрремĕшĕнчен, иртнĕ çул çурçĕрелле тайлăк лаптăксем Чăваш Республикине выçлăхран çăлса хăварчĕç тесен те йăнăш пулмасть; иккĕмĕшĕнчен, кашни çулах пусă çаврăнăшĕнче çурçĕрелле тайлăк лаптăксем пулни типĕ те шăрăх инкекĕнчен çăлăнса юлма пулăшать.

Çут çанталăк саккунĕсене пĕлекен, вĕсене пăхăнса ĕçлекен хресчене çĕр юратать, ăна тупăш ытларах парса савăнтарать.

В.ГАВРИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика