16 февраля 2011 г.
![Санăн çынну, район Санăн çынну, район](../Home/588//2011/18/13.jpg)
Пратьякас Енĕш хĕрĕ Тамара Алексеева Ямаш вăтам шкулне вĕренсе пĕтерсен Шупашкарти планпа экономика техникумне вĕренме кĕме хут çырса панă. Экзаменсене ăнăçлă тытса студент пулса тăнă. Алла бухгалтер дипломне илсен пĕр хушă пир-авăр комбинатĕнче, каярахпа Ямаш ял Советĕнче ĕçленĕ. 1987 çулта район больницине вырнаçнă. Сакăр çул каялла тăрăшуллă хĕрарăма тĕп бухгалтер ĕçĕсене шанса панă.
Тамара Ильиничнăна ырă кăмăлĕшĕн, хăйĕн ĕçне тÿрĕ чунпа туса пынишĕн хисеплеççĕ, Шăхасан çыннисенчен те ун çинчен сахал мар ăшă сăмах илтме пулать.
В.АЧЧА сăн ÿкерчĕкĕ.