16 февраля 2011 г.
Район администрацийĕнче тĕрлĕ служба ертÿçисен, пай тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, специалисчĕсен нарăс уйăхĕнчи ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Софронов ертсе пычĕ. Пилĕк ыйтăва пăхса тухрĕç. Тĕрĕссипе вара улттă пулчĕ.
Кун йĕркине кĕртмен ыйту çапкаланчăк йытăсемпе урнă тилĕсене пĕтересси çинчен пулчĕ. Канаш хулипе районĕнчи сунарçăсемпе пулăçсен пĕрлĕхĕн председателĕ Н.Краснов районти ял тăрăхĕсем пĕрлĕхе 22 пин тенкĕ куçарса паманни çинчен пĕлтерсен калаçу хĕрсе кайрĕ. Чирлĕ тилĕсене тĕп тунăшăн пысăк парăма кĕнисем – Шаккăл, Янкăлч, Шелттем, Карăклă ял тăрăхĕсем. Тавлашăвăн кукăр-макăр сукмакĕсем тÿрĕ те тĕрĕс çул çине илсе тухрĕç. Апла пулсан çапкаланчăк йытăсемпе чирлĕ тилĕсенчен хăпасси, халăха уртаракан чиртен упрасси – пĕрлехи ĕç.
Пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров тухса калаçрĕ. Вăл район активĕн нарăсăн 5-мĕшĕнче пулса иртнĕ пухăвĕн йышăнăвĕпе тарăнраххăн паллаштарчĕ. Унта сăмах районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас енĕпе палăртнă задачăсем çинчен пычĕ.
Иртнĕ çул çĕр ĕçĕпе тăранса пурăнакансемшĕн йывăр çул пулчĕ. Шăрăх та типĕ çу кунĕсем ял хуçалăх культурисене нÿрĕксĕр нушалантарчĕç. Ял çыннин чĕлхине чи малтан вăрлăхлăх тата çимелĕх çĕр улми çителĕксĕрри вĕçертсе ярать. Хакĕ те йÿнех мар. Килограмĕшĕн 27-30 тенкĕ ыйтаççĕ. Çĕр шыв-шуртан тасалнă тĕле татах та хăпарса кайма пултарать. Çавăнпа та ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен, харпăр хăй хушма хуçалăхĕнче лартса çитĕнтерекенсен мĕн чухлĕ кирлине палăртса вăрлăхлă пулассине вăраха тăсас марччĕ.
Харпăр хăй хушма хуçалăхсене аталантарма кредит илесси районти хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче япăх пырать. Çак енĕпе пирĕн районăн кăтартăвĕ 18,8 процент кăна, ку вăл республикăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пĕчĕк.
Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне янă "Çамрăксене шанмалла" Уçă çырупа килĕшÿллĕн нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма çĕр лаптăкĕсем уйăрса парас ыйту тавра тĕрлĕ шухăш пулчĕ. Районта çакăн пек çемьесем 503, тата 140 çемье виççĕмĕш ача хушăнасса кĕтет. Ял тăрăхĕсенче вĕсем валли лаптăксем уйăрмалла. Çавăн пекех электропралук карма, газ, шыв пăрăхĕсем хывма мĕн тăршшĕ кирлине шута илмелле. Чылай çĕрте çĕрсем ял хуçалăх организацийĕсен, предприятийĕсен шутланаççĕ. Ун пек чухне вара нумай ачаллă çемьесене çурт лартма çĕр парас ыйтăва правительство шайĕнче татса пама тиветех. Унта нормативпа право акчĕсене йышăнĕç. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен нумай ачаллă çемьесене ăçта тата мĕн чухлĕ çĕр лаптăкĕ уйăрмаллине хальтерех палăртса хумалла.
Кăçал юрĕ тултарать те тултарать. Хăш-пĕр ялсенче çуртсене чÿрече таран купаласа хунă. Ял урамĕсем тарăн траншея евĕр туйăнаççĕ. Çулсене тасатса тăманни çинчен ÿпкелешсе каланине час-часах илтме пулать. Инкек мĕн пулас пулсан моторлă çуна шырама каймалли çеç юлать. Кĕрт хÿсе кайнă çулсемпе урамсене тасатма бюджетран укçа уйăрса панă пулин те, хăш-пĕр ял тăрăхĕсем çак ĕç çине пÿрне витĕр пăхаççĕ. Тасатнă хыççăн утма йывăр тени те хăлхана кĕрет. Апла пулсан пĕрре хырса кайнипех çырлахни вырăнсăр, иккĕмĕш хут кайма ÿркенсе халăх кăмăлне пăсас марччĕ.
Куллен кирлĕ продуктсен хакĕсем пирки калаçмасăр пĕр пуху та, канашлу та, лару та иртмест пулĕ. Хальхинче те çак ыйту айккине тăрса юлмарĕ. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсен администрацийĕсем ялти лавккасенчи, уйрăмах предпринимательсен шутланаканнисенчи, хаксем çинчен район администрацийĕн экономика пайне тăратни чăнлăхпа тÿрре килмест. тĕрĕслев вăхăтĕнче çакă пит лайăх палăрать, мĕншĕн тесен ку е вăл продуктăн хакне самаях ÿстерсе янă. Ку енĕпе ĕçлессине вăйлатмалла.
Çунтармалли тата сĕрмелли материалсем пирки те сăмах хускатрĕç. Çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланас умĕн вĕсен хакне хăпартасси йăлана кĕчĕ тесен пĕртте йăнăш пулмасть пек туйăнать, çакăн пек пулăма хăнăхса та çитрĕмĕр, ахăртнех. Ял хуçалăх организацийĕсемпе предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен солярка, бензин хатĕрлес ĕçпе ăшталанма вăхăт ĕнтĕ. Хакланса кайиччен илсе юлма тăрăшмалла. Ир тăракан кайăк тутă пулать тенине пуçран кăларса ывăтас марччĕ.
В.АЧЧА.