АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр сырса тухрĕç

16 февраля 2011 г.

Вырсарни кун, нарăсăн 13-мĕшĕнче, "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ–2011" ăмăртусем иртрĕç. Пĕр вăхăтрах республикăри хуласемпе районсенче старта тухрĕç.

Пирĕн районта 700 яхăн çын йĕлтĕр çине тăчĕ. Çак кун вĕсемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Ăмăртусем ачасен А.Г.Николаев ячĕллĕ лагерь территоринче иртрĕç. Йĕлтĕр спорчĕн профессионалĕсем, йĕлтĕрпе ярăнма кăмăл тăвакансем, шкул ачисем, студентсем, тĕрлĕ предприятипе организаци представителĕсем хутшăнчĕç. Район администрацийĕн пайĕсем, ял тăрăхĕсем, шкулсем, территори органĕсен федераллă службисем командăсем тăратрĕç.

Ăмăртусене уçнă çĕре Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвĕн министрĕн çумĕ Л.Рулькова, физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.

Ăмăртура мала тухнисене дипломсем, медальсем пачĕç. Медицина службин тата вĕри апат пункчĕсем ĕçлерĕç.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика