16 февраля 2011 г.
Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕпе килĕшÿллĕн шкул ачисен спартакиади шучĕпе Уçырма вăтам шкулĕн тирĕнче пневматикăллă винтовкăран персе районта мала тухассишĕн ăмăртусем иртнĕ. Унта 144 ача хутшăннă.
Вăтам шкулсем хушшинче Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн команди 138 очко пухса çĕнтернĕ. Иккĕмĕш кăтарту Карăклăн – 112, Энтриялĕн – 100 очко. Тĕп шкулсем хушшинче малти виçĕ вырăна хучелсем, уçырмасем, аслăмамисем йышăннă.
Уйрăм ачасем хушшинче чи тĕл перекеннисем – А.Кудрявцев (Янкăлч) тата А.Травкин (Атнаш), иккĕмĕш вырăнта – А.Николаев (Энтрияль) тата В.Федотов (Аслă Мами), виççĕмĕшĕнче – С.Васильев (Янкăлч) тата Д.Федоров (Уçырма).
Янкăлч вăтам шкулĕн команди район чысне республика ăмăртăвĕсенче хÿтĕлĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.