16 февраля 2011 г.
Пирĕн ентешĕн, филологи ăслăлăхĕн докторĕн, литература тишкерÿçин, критикăн Ю.Артемьевăн 70 çулхи юбилейне халалласа Чăваш наци библиотекинче "Талантлă тĕпчевçĕ, тишкерÿçĕ, куçаруçă" темăпа курав йĕркеленĕ.
Юрий Михайлович – 10 ытла кĕнеке авторĕ, литература тата культура ыйтăвĕсемпе 250 яхăн наука, литературăпа критика, публицистика ĕçĕ çырнă. Вĕсен хушшинче паллăраххисем – "Пурнăç чăнлăхĕпе сăнарĕсен илемĕшĕн", "Ирĕк шухăшсем", "ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литератури: (1900-1917ç.ç.)", "Ытарайми пурнăç тĕсĕсем", "Этем тивĕçĕ" тата ыттисем те.
"Пурнăç тата пултарулăх" пай Ю.Артемьевăн биографийĕпе тата унăн пултарулăх ĕçĕсемпе паллаштарать. Вĕсен хушшинче Т.Сергеевăн "Артемьев Юрий Михайлович" тата О.Евдокимован "Судьба мастера" хайлавĕсем пур.