АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксен пухăвĕ

16 февраля 2011 г.

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче районти "Çамрăксен команди-2011" активăн аслă пухăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, "Единая Россия" политика партийĕн районти ĕçтăвкомĕн ертÿçи А.Степанов, "Молодая гвардия Единой России" пĕрлĕхĕн Чăваш регионĕнчи штабĕн членĕ А.Львов, районти шкулсенче вĕренекенсем хутшăннă.

Пухăва йĕркелекенсем каланă тăрăх, çакăн евĕрлĕ мероприятисем çамрăк ăрăва патриотизма аталантарма тата гражданла тивĕç яваплăхне ÿстерме пулăшаççĕ. Каччăсемпе хĕрсене çамрăк гвардеецсен ретне илчĕç. "Общество пуласлăхĕ çамрăксенче. Темиçе çултан пирĕн республикăна, çĕршыва активлă, ăслă çамрăксем малалла аталантарĕç", – тенĕ райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов çамрăксене çирĕп утăм тунă ятпа саламласа.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика