16 февраля 2011 г.
Район администрацийĕнче чрезвычайлă лару-тăруран асăрхаттарас тата ăна сирсе ярас, района пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн ĕçĕсене туса пыракан О.Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов хутшăннă.
Комисси председателĕн ĕçĕсене туса пыракан Г.Петров иртнĕ çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ тата кăçалхи тĕллевсене палăртнă. Пренире службăсен ертÿçисем А.Федотов, А.Степанов, Р.Федорова тухса калаçнă. Чăваш Енре чрезвычайлă лару-тăруран асăрхаттарас тата ăна сирсе ярас, республикăна пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçленипе О.Павлов паллаштарнă.
Гражданла оборонăн системине лайăхлатса пырассинче, чрезвычайлă лару-тăруран асăрхаттарассинче тата ăна сирсе ярассинче, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерсе тăрассинчи çитĕнÿсемшĕн, хăй тĕллĕн пулакан инкексене пĕтернĕ чухне пуçарулăх кăтартнăшăн Вăтакас Кипеч, Сиккасси, Шелттем, Уçырма, Çĕнĕ Чалкасси, Вăтапуç, Çеçпĕл, Вăрăмпуç ял тăрăхĕсен администрацийĕсене, службăсен ертÿçисене район администрацийĕн Тав çырăвне панă.