16 февраля 2011 г.
Шкул ачисем вĕренÿ системинчи виççĕмĕш чĕрĕкĕн, чи вăрăммин, çуррине вĕренсе те çитрĕç. Çанталăк çур еннелле кайса пынă май кунсем вăшт кăна иртеççĕ. Сисместпĕр те ак, юлашки шăнкăрав вăхăчĕ те çитсе тăрать. Унччен вăхăт пур-ха. Çакăнпа усă курса шкул ачисен вĕренÿ çулне ăнăçлă вĕçлессишĕн çине тăрса вĕренмелле. 9-мĕшсемпе 11-мĕшсен умĕнче уйрăмах пысăк тĕрĕслев – вĕсем шкултан вĕренсе тухса каяççĕ, пĕрлехи патшалăх экзаменне хатĕрленеççĕ. Экзаменсене тытмалли йĕркепе район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова паллаштарма килĕшрĕ.
– Светлана Силовна, 2011 çулта 11-мĕш класран вĕренсе тухакансем мĕнле предметсем суйласа илме пултараççĕ;
– Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин кăрлачăн 31-мĕшĕнчи 112 "-лĕ приказĕпе килĕшÿллĕн 2011 çулта Чăваш Енре математикăпа, вырăс чĕлхипе, литературăпа, физикăпа, химипе, биологипе, географипе, историпе, обществознанипе, нимĕç тата акăлчан чĕлхипе, информатикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕ (ППЭ) тытма пултараççĕ.
Суйласа илнĕ предметсене кăтартнă заявленисене ачасенчен пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен шкулсенче йышăнаççĕ. Иртнĕ çулсенче вĕренсе тухнă, кăçал ППЭ тытма кăмăл тунă çамрăксен те пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен суйласа илнĕ предметсене кăтартнă заявленисене район администрацийĕн вĕренÿ управленине памалла. Кăçал шкул вĕренсе пĕтерекен ачасене те, иртнĕ çулсенче вĕренсе тухнă çамрăксене те утă уйăхĕнче тепĕр тапхăрпа ППЭ тыттармаççĕ.
– Кăçал пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене ирттернĕ чухне мĕнле çĕнĕлĕхсем пулĕç;
– Канаш районĕнче вĕренсе тухакансем иртнĕ çулсенче пурте тытма тивĕçлĕ экзаменсене (математика тата вырăс чĕлхи) районти шкулсенчех тытнă пулсан, кăçал ППЭ ирттермелли пунктсене Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Канаш хулинчи 1-мĕш тата 9-мĕш шкулсенче çирĕплетнĕ. Районта халĕ 285 вĕренекен ППЭ тытма хатĕрленет.
2011 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче йышăннă 2-ФЗ "-лĕ "Вĕренÿ çинчен" РФ Саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн ППЭ ирттернĕ чухне вĕренекенсен те, экзаменсене ирттерекенсен те кĕсье телефонĕсем, калькуляторсем пулмалла мар. Экзамен ирттерекен пунктра çак япаласене пуçтарса илсе хума ятарлă пÿлĕмсем хатĕрлемелле.
Çак саккунпах экзаменра усă куракан КИМсене (контрольно-измерительный материал) вăрттăн информацисен шутне кĕртнĕ (информация ограниченного доступа). КИМ информацине вырăнлă усă курманшăн саккунпа айăплама пултараççĕ.
– Тавах сире калаçушăн.
И.ВЛАДИМИРОВА калаçнă.