16 февраля 2011 г.
Виçĕм кун Михаил Игнатьев Президент Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Мигушовпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.
Александр Мигушов палăртнă тăрăх – 2011 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнчен пуçласа федерацин "Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕ çинчен" саккунĕпе тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн Следстви комитетне йĕркеленĕ. Çак вăхăтранах Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕ ĕçлет. "Право йĕркине сыхлакан çĕнĕ органа туса хуни тĕп тĕллевсенчен пĕри – преступленисене оперативлă тата паха тишкересси, малтанхи следстви вăхăтĕнче саккунлăха, çыннăн тата гражданинăн прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлессине тивĕçтересси", – тенĕ Александр Мигушов, Следстви управленийĕ хăйĕн ĕç-хĕлне мĕн пур шайри влаç органĕсемпе, общество организацийĕсемпе тата пĕрлешĕвĕсемпе çыхăнса татса парасса шаннине пĕлтернĕ.
Çĕнĕлĕхсем çинчен сăмах пуçарнă май Александр Мигушов çапла каланă: "2011 çултан пуçласа Следстви управленийĕ унччен шалти ĕçсен органĕсем тĕпченĕ налук преступленийĕсене тишкерме пуçлĕ. 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çула çитменнисем тунă йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисемпе çыхăннă, çула çитменнисем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене следстви органĕсене парĕç". Предприятисене тытса илнипе çыхăннă преступленисене тишкересси те Управлени компетенцине кĕрĕ. Палăртса хăвармалла: кашни çулах республикăра ку енĕпе пĕр-ик ĕç тупса палăртаççĕ.
Президент граждансен прависене хĕсекен должноçри çынсем йĕркене пăсни çинчен уйрăммăн чарăнса тăнă. Ку тĕслĕхсем районсен тата республикăри хуласен активĕпе тÿрремĕнех хутшăннă май палăраççĕ. Йĕркене пăснă фактсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче ĕçлекен тата çак енĕпе пулăшу паракан управляющи компанисен ĕç-хĕлне пырса тивеççĕ.
А.ИВАНОВА.