АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушă пăр катрамĕсем

11 февраля 2011 г.

Çанталăк вылянса кăна тăрать. Пирĕн çирĕплĕхе тĕрĕслет тейĕн: е сивĕ, е ăшă, е шуçлак, е ашса тухма çук. Хĕл пуçланнăранпа шуса ÿксе ал-ура хуçакансем нумайланчĕç. Ку мĕн-ха, çурт тăррисенчен çакăнса тăракан пысăк пăр катрамĕсем сехрене хăпартаççĕ. Хăш-пĕр вырăнта вĕсем темиçе метр тăршшĕ!

Вĕлерекен пăр катрамĕсемпе уйрăмах Санк-Петербургпа Мускав хулисем пуян. Иртнĕ уйăхра Санкт-Петербургра 6 çулти ача вилнĕ. Ун çине алăк пысăкăш пăр катрамĕ йăтăнса аннă. Тăлăха юлнă арçын ача аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче пурăннă. Инкеклĕ кун вара асламăшĕпе уçăлма тухнă... Ача вилнĕ пирки уголовнăй ĕç пуçарнă, анчах та уншăн кам явап тытасси паллă мар-ха. Çак хулари 5-мĕш номерлĕ ача-пăча больницине январĕн 10-11-мĕшĕсенче кăна пăр персе аннипе суранланнă пилĕк ачана илсе пынă. Çул çитмен икĕ ачан сывлăхне тухтăрсем йывăр тесе хакланă.

Юрпа пăр катрамĕ ача кÿми çине персе аннипе тин кăна çуралнă, пилĕк кунри пепке те чутах вилмен. Анчах сулахай куçĕ хытах сиенленнĕ.

Европăри аталаннă çĕршывсенче ĕç кунĕ пуçланиччен, çанталăк мĕнлине пăхмасăрах, предприятисемпе организацисен, лавккасен ертÿçисем сотрудникĕсемпе клиенчĕсемшĕн çурта кĕме хăтлă условисем туса параççĕ. Эпир вара хамăр çурт умне те йĕркене кĕртейместпĕр. Коммуналлă пулăшу службисем хăйсен ĕçне кирлĕ пек туса пыманни вара сарăмсăр вилĕмсемпе инкексен йышне ÿстерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика