11 февраля 2011 г.
Йÿнĕ хак, пысăк пахалăх. Тавар туянакан кашни çынах çакăн пекки çинчен ĕмĕтленет. Районта йĕркеленнĕ "Халăх контролĕ" ялсенчи суту-илÿ лавккисенче куллен кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсен – сахăрăн, çăкăрăн, тип çăвăн, тăварăн, сĕтĕн тата 19 тĕрлĕ çимĕçĕн – хакĕсене тишкернĕ. "Халăх контролĕн" ертÿçи – район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров тĕрĕслев ирттернине çакăн пек ăнлантарнă: "Пурнăç пахалăхĕ лавккари хаксенчен килет е, урăхла, хамăр ĕçлесе илекен укçапа мĕн туянма пултарнинчен. Магазинта сутакан япала хакĕ мĕн чухлĕ пĕчĕкрех, пурнăç пахалăхĕ çавăн чухлĕ пысăкрах".
Çулталăк пуçламăшĕнче яланах хаксене ÿстереççĕ. Ытларах чухне коммуналлă пулăшусем, çул çÿрев, апат-çимĕç таварĕсем хакланаççĕ. Çĕнĕ çулхи каникул хыççăн "Халăх контролĕ" хăй куллен сăнаса тăракан лавккасенчи хаксене тишкернĕ. Мониторинг кăтартăвĕ тăрăх, пан улми, купăста, сухан тата çĕр улми, вир кĕрпи, хура тул кĕрпи, тип çу, сахăр хакланнă. Какай, пулă, сĕт-çу продукчĕсем "оборона тытаççĕ".
Тунти кун ирттернĕ рейдра Уçырма ял тăрăхĕнче вырнаçнă "Василек" тата "Продукты" (Зеленый поселок) магазинсене тĕрĕсленĕ чухне çитменлĕхсем тупса палăртнă.
Хăш-пĕр уйрăм япалана сутнă чухне правилăсене пăхăнмаççĕ, тавар хакĕсем пур япала çинче те çук, сутуçăсем ĕç вырăнĕнче халатсăр, калпаксăр, аш-какай полуфабрикачĕсен, кăлпассисен сертификачĕсем çук.
Февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне купăста 1,33 тенкĕ, сухан 2,93 тенкĕ, пан улми 2,1 тенкĕ, вир кĕрпи – 3,5, хура тул кĕрпи - 3,25, услам çу 9 тенкĕ хакланнă. Çăмарта 1,1 тенкĕ йÿнелнĕ.
Çапла майпа ялсенчи лавккасенчи апат-çимĕç продукчĕсен вăтам хакĕ паянхи куна çапларах: услам çу – 139,5 тенкĕ, тип çу – 67,6 тенкĕ, çăмарта (10 штукĕ) – 36,1 тенкĕ, сахăр песукĕ – 42,6 тенкĕ, тулă çăнăхĕ – 18,6 тенкĕ, рис – 35 тенкĕ, вир кĕрпи – 37 тенкĕ, хура тул кĕрпи – 84,5 тенкĕ, вермишель – 23,6 тенкĕ, купăста – 31 тенкĕ, сухан – 30,6 тенкĕ, кишĕр, 31 тенкĕ, пан улми – 53,2 тенкĕ.
И.АНДРЕЕВА.