АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă вĕсен чунĕсене хытарнă

11 февраля 2011 г.

Эпĕ ачапча чухне çуркуннепе кĕркунне каччăсем урам сарлакăш карталанса салтак юрри юрласа çÿретчĕç. Килтен киле кĕретчĕç. Хамăр пата кĕнисене те лайăх астăватăп. Тăвансем е пиччен юлташĕсен салтака кайма ят тухнă пулнă ĕнтĕ ун чухне. Салтака каяканĕ çинче урлă та пирлĕ çакса янă ал шăллисемччĕ. Пирĕншĕн питĕ интереслĕччĕ. Ача чухне яшсем мĕн çинчен юрланине ăнкарман пулсан та кĕввине питĕ юрататтăмăр, вылянă чухне ĕнĕрлеттĕмĕр вара пĕли-пĕлми сăмахсемпе. Кайран вара: "Çавсен ачи çавăнта лекнĕ, пограничник тет. Çавсен ывăлне Афганистана илсе кайнă тет", – тесе калаçатчĕç ĕçрен хыпар илтсе килнĕ аттепе анне.

"Афганистан" сăмахра мĕн тери пысăк хăрушлăх пытарăннине те ăнланман вĕт-ха айван. Çулсем иртнĕ майăн, 1967-1969 çулсенче çуралнисем салтака кайма пуçласан лайăххăн пĕлсе çитрĕмĕр. Кÿршĕри Кузьмин Олега салтака илсе кайсан амăшĕ, ялти шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Мария Емельяновна еплерех кулянни, ывăлĕ çарта чухне пĕр çул ĕçлейменни, халĕ те куç умĕнче. Мĕнлерех асап кăтартнă Афганистан тени ашшĕ-амăшне, вĕсен чĕрисене курăнми çулăмпа çунтарнă.

Совет çарĕсене çак сăртлă-туллă çĕршывран илсе тухнăранпа кăçал 22 çул çитет. Апла пулин те унта пулнă, çывăх юлташĕсен виллисене хăйсем курнă арçынсем çав вăхăтсене нихăçан та манмаççĕ. Çамрăк чухне йывăрлăха чĕре патне илмен пулсан, халĕ хăйсем ашшĕ, аслашшĕ-кукашшĕ ятне илнĕ "афганецсем" "вĕри точкăри" салтак пурнăçне куççульленмесĕр аса илеймеççĕ. Пурнăçри тĕрĕс марлăх еплерех тарăхтарать тата.

Пирĕн ялтан Афганистан вăрçинче пулнисем вун тăваттăн, унсăр пуçне Таджикистанпа Афганистан чиккинче хĕсметре тăнисем те чылаййăн. Аманнă пулин те, телее, тăван тăрăха пурте чĕрĕ-сывă çаврăнса çитнĕ вĕсем. Нумайăшĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупса ал-ура çавăрса янă, юратнă ĕçре тăрăшаççĕ. Теприсем укçа-тенкĕ ĕçлесе илме çĕршывăн тĕп хулине, ытти регионсене çÿреççĕ.

Ентешсенчен Афганистана чи малтан лекекенни Хузанкаев Коля пулнă. Хăй çуралнă кун, 1979 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче вăл службăра тăнă 345-мĕш Гварди уйрăм парашютпа десант полкне (Баграм хулинче тăнă) ислам патшалăхне куçарнă. Николай салтакра водитель, çĕр çинчи реактивлă артиллерипе минометсене юсакан мастер пулнă. Тимофеев Володь 1981 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнче салтака кайнă. Узбек Республикинчи Термез хулинчи учебка вăхăчĕ вĕçленсен çамрăк пограничник Афганистана лекнĕ. Стрелок-гранатометчик Янхикала кишлакĕнче, Чашмидара хулинче пулнă.

Юрий Владимировпа Николай Гурьев пĕр çулхисем. Шкулта пĕр класра вĕреннĕ. Кайран ДОСААФĂН Канашри автошкулĕнче водитель правине алла илнĕ. Салтака пĕр вăхăтрах, 1982 çулхи октябрь уйăхĕнче, кайнă. Иккĕшĕ те – пограничник. Учебка Туркмен Республикинче иртнĕ, анчах пĕр чаçре мар. Юрий Киркинчи погранотрядăн вĕренÿ центрĕнче танк полкĕнче учебкăра пулнă хыççăн 1983 çулхи март уйăхĕнче Афганистана кĕнĕ. Танкист пулнă. Шибирген, Меймене хулисем витĕр пĕрре мар тухнă. Мармоль кишлакри хаяр операцие хутшăннă. Николая Серакс поселокĕнчи çар чаçĕнче çар хăнăхăвне илнĕ хыççăн 1983 çулхи январь уйăхĕнче çак çĕршыва куçарнă. Гранатометчик, БТР наводчикĕ пулнă. Кундуз, Имем-Сахиб, Шерхан хулисенче çапăçнисем чĕрине кĕрсе вырнаçнă.

Иванов Славик Юрикпе Коляран икĕ çул кĕçĕнрех. Кабул, Пули-Хумри, Айбак, Хайратон хулисем витĕр хăйĕн "Урал" автомашинипе темиçе те тухнă. 1967 çулта çуралнисенчен Афганистан вăрçинче пулнисем виççĕн тан. Лукин Коляпа Степанов Коля тата Сергеев Саша. Пĕр класс ачисем. Колясем иккĕшĕ те февральте çуралнă, çара пĕр кунта кайнă. Шăп та лăп Иванов Славик пулнă вырăнсенче, иккĕшĕ те водитель пулнă. Киле те пĕрлех таврăннă. Кун пек тĕслĕх тата пур-ши;

Кузьмин Олег 1986 çулхи майăн 15-мĕшĕнче салтака кайнă. Туркмен Республикинчи Илотонь хулинче учебка вăхăчĕ вĕçленсен Афган çĕрĕ çине кĕнĕ. Кундуз провинцийĕнче тăракан çар чаçĕнче пурлăхпа тивĕçтерекен уйрăм батальонра водитель пулнă. Ытти наградăсемпе пĕрле "Çар службинче палăрнăшăн" иккĕмĕш степеньлĕ медальпе хавхалантарнă.

Пирĕн çарсене Афганистанран колоннăпа илсе тухнă çĕрте Кузьмин Коля пулнă. Вăл çак списока вĕçлекенни.

Кунта хам кампа тĕл пулнă, çавсен хушамачĕсене çеç палăртма пултартăм. Ыттисемпе ниепле те тĕл пулаймастăп вĕт-ха. Хăшĕсем хулара пурăннăран яла час-час килмеççĕ, теприсем аякка ĕçлеме çÿреççĕ. Тата "афганецсемпе" калаçма та çăмăлах мар, тĕпчеме шикленмелле. Иртнисене хускатса чунĕсене ыраттарассăн туйăнать. Çавăнпа та кашнийĕ çинчен кĕске информаци çеç пухрăм: салтака хăçан кайнă, ăçта, мĕнле çар профессийĕпе, должноçĕпе службăра тăнă, мĕнле наградăсене тивĕçнĕ. Ял шкулĕсенче, клубĕсенче стендсем хатĕрлесен аван (хăш-пĕр çĕрте пуррине пĕлетĕп).

Çамрăксен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, Афганистанпа Чечняри çапăçусене хутшăннă ентешсене кирек хăш ялта та пĕлмеллех. Ан тив, вĕсем тепĕр чухне, тен, кăмăлĕпе тÿрккесрех те курăнаççĕ-и, анчах вĕсем эпир ăнланма пултарайман хăрушлăх, тискерлĕх витĕр тухнă, ăна чăтса ирттернĕ. Çакă вĕсен психикине амантса хăварнă та. Çавăнпа та вĕсем патне хисеп пулмалла.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика