11 февраля 2011 г.
Пенси ÿсĕмне хăçан хăпартаççĕ?
Л.ПЕТРОВА.
"Российская газета" хаçат пĕлтернĕ тăрăх – çĕр-шыв Правительствипе Президенчĕ пенсие тухмалли ÿсĕме хăпартас ыйтăва хальлĕхе хускатмаççĕ-ха. Апла пулин те кун пирки калаçмĕç темелли çук, ăна малашне халăхпа сÿтсе явĕç. РФ сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Татьяна Голикова вара çакна палăртнă: "Ку тема финанспа макроэкономика тĕлĕшĕнчен питĕ пĕлтерĕшлĕ, вăл пенси тытăмĕн аталанăвĕн нумай çуллăх программипе çыхăннă. Унпа килĕшÿллĕн пенсие тухмалли ÿсĕме пысăклатас тата пенси тытăмне баланслас ыйтусене сÿтсе явĕç". Министр çирĕплетнĕ тăрăх ÿсĕме хăпартни явапсăр пулнине çирĕплетекен тепĕр самант та пур: пенсие маларах кăларас енĕпе стратеги йышăнăвĕ çук. Сăмах кунта çирĕплетнĕ йĕркепе ĕç стажĕ пухнă (хĕрарăмсем – 55, арçынсем – 60 çул) граждансем çинчен тата тивĕçлĕ канăва маларах тухнисене шута илменни пирки.
РФ Пенси Фончĕн пуçлăхĕн Антон Дроздовăн шухăшĕпе, ÿсĕме хăпартĕç, анчах та паян-ыран мар, çакă халăхăн ĕмĕрĕ вăрăм пулманнипе çы-хăннă (хĕрарăмсен – 74, арçынсен – 62 çул). Енчен те ÿсĕме арçынсемшĕн 65 çулччен хăпартас тăк вĕсем унччен пурăнса çитеймеççĕ те. Тивĕçлĕ канăва тухнисем те киленсех лараймĕç.