АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Твои люди, район

11 февраля 2011 г.

Твои люди, район

Çак мăшăра Шăхасанта кăна мар, районта та питĕ лайăх пĕлеççĕ, уйрăмах шкулта ĕçлекенсем. Счетчиковсем пĕрле 56 çул пурăнаççĕ ĕнтĕ. Анатолий Григорьевич Комсомольски ялĕнче çуралнă. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче 46 çул ачасене математика вăрттăнлăхĕсене пĕлме пулăшнă, Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Зоя Ефимовна – Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç хĕрĕ, 40 çул çамрăк ăрăва вырăс чĕлхипе литературине юратма вĕрентнĕ, нумай наградăна тивĕç пулнă.

Нарăс пуçламăшĕнче Анатолий Григорьевичпа Зоя Ефимовна хăйсем вĕрентнĕ А.Смирновпа тĕл пулчĕç. Анатолий Алексеевич çар училищинчен вĕренсе тухнă, ракетăсен çарĕнче службăра тăнă, подполковника çити ÿснĕ. Чылай вăхăта пычĕ вĕсен калаçăвĕ, аса илмелли, каласа памалли вара вĕсен тем чухлех пулчĕ.

В.АЧЧА сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика