АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пурнăçа улăштармах тивет"

11 февраля 2011 г.

Федор Сидорович ĕçчен, пултаруллă çын, пысăк хисепе тивĕçнĕ. Çаплаччĕ те... Юлашки çулсенче вара эрех-сăрапа туслашнăран ят-сумĕ чаксах пырать. Ĕç вырăнне темиçе улăштарма тиврĕ. Паян та хĕрĕнкĕ таврăнчĕ.

Арăмĕ, паллах, ăшшăн кĕтсе илмерĕ.

– Федя! Ĕçместĕп терĕн-çке, – тарăхсах калаçрĕ Хвекла. – Миçе çĕртен хăваласа ячĕç – ăса кĕместĕн. Сывлăху та хавшама пуçларĕ ĕнтĕ. Чĕре чикнипе больницăра выртрăн.

– Эпĕ ăнланатăп-ха, ĕçнин усси çук. Анчах халăх хушшинче пурăнатпăр вĕт, "шурă курак" пулаймăн. Тус нумай, пĕрле ĕçлекенсем хисеплеççĕ. Уява чĕнсен мĕнле пăрăнса юлăн-ха; Эпĕ кăна ĕçместĕп вĕт...

– Сăлтавне яланах тупатăн, – упăшкине пÿлчĕ Хвекла. – Çапах шухăшла: пурăнас килет-и е пенсие тухичченех леш тĕнчене каясшăн-и; Эпĕ каланине те, ачасен сăмахне те шута илместĕн. Çемье кирлех мар тăк – уйрăлар. Ачасемпе калаçрăм, вĕсем хирĕçлемеççĕ.

– Аплах намăс курас марччĕ! Пире пурте телейлĕ çемье тесе шутлатчĕç вĕт-ха. Йывăр пулсан та черккерен хăпатăпах, Хвекла, шантаратăп...

Хветĕр чылайччен шухăшласа выртрĕ. Çывăрса кайсанах ăна тĕлĕнмелле тĕлĕк çавăрса илчĕ. "Хветĕр, Хветĕр, Хветĕр!" – сасă кĕчĕ хăлхана. "Хвекла, мĕн каласшăн тата;" – ыйтать Хĕветĕр. – Çук! Арăму мар, санпа Чĕрÿпе Чуну калаçаççĕ. Итле пире, ан пÿл. Хветĕр, аллă çул ĕçлетпĕр саншăн, сана пурнăç парса тăратпăр, пĕр çеккунт та канмасăр ĕçлемелле пирĕн, чăн та, эпир пулăшнипе ăслă, йĕркеллĕ çын пулма пултартăн. Лайăх вĕренетĕн, ăста специалист пултăн, савăнса ĕçлеттĕмĕр саншăн. Анчах юлашки çулсенче ĕçке ерсе пирĕн пурнăçа, ĕçе йывăрлатсах çитертĕн. Эсĕ вил ÿсĕр выртнă чух Чуну темиçе хут та санран уйрăлса кайма пуçларĕ. Юрать тухтăрсем вăхăтлăха тытса чарчĕç-ха. Мана та, Чĕрене, икĕ хут ытларах тапаланса ĕçлеме тивет. Манăн шалти тата тулашри органсене пурнăç парса тăмалла, юнпа тивĕçтермелле. Эпĕ пĕр талăкра тунă ĕçе эсĕ уйăхра та тăваймастăн вĕт!"

Ÿпке те, пĕвер те, пÿре те, сула та, ытти орган та шавласа кайрĕç, карланка вăрçаççĕ кăна. Карланки мана "çÿлтен" хушаççĕ, итлемелле тесе хирĕçлет. Пуç миминче те ĕçкĕ пирки тавлашу пырать-мĕн. Пĕр пайĕ çирĕп йĕркешĕн, тепри çынна тем тума та ирĕк парасшăн.

Чĕре калаçăва малалла тăсрĕ: "Хветĕр, ĕçме-туртма пăрахмасан сана йĕркеллĕ усрама пирĕн вăй-хал çитмест, вăл куллен-кун сахалланса пырать. Сана юрататпăр, саншăн ĕçлетпĕр. Эсĕ те пире хисеплеме тивĕç. Çут çанталăк ырлăхĕпе савăнса телейлĕ пурăнас тетĕн пулсан эпир хушнине тумаллах санăн. Пирĕн сĕнÿ: эрех-сăрапа, пируспа иртĕхме пăрахмалла. Тĕрĕс апатлан, хускану ытларах тума хăнăх, шыва кĕр, вăрмана çÿре, йĕлтĕрпе ярăн, ырă çынсемпе туслаш, юрă-ташă илемĕпе килен, асамлă юрату вăйне, савăнăçне туйма-хаклама вĕрен".

... Хырăмри эрехпе сăра хирĕçсе кайнă шавпа вăранчĕ Хветĕр: "Фу-у! Тĕлĕк пулчĕ-çке ку! – хаш сывларĕ хăй. – Пысăк пĕлтерĕшлĕ, чăн тĕлĕк. Пурнăç йĕркине улăштармах тивет. Чун-чĕре хушнине пурнăçлама хама сăмах паратăп".

Рев. РУБИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика