АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кун-çул çиппине арлатăп шухăша путса..."

11 февраля 2011 г.

Мария Григорьевна вĕрентекене 1987 çултанпа пĕлетĕп. Эпĕ çав çулсенче Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта пуçламăш классенчи ачасене вĕрентеттĕм. Нумаях пулмасть сумлă пĕлĕшĕм 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ялти ятлă çыннăн паллă кунне "шăппăн" ирттерсе яраймăн, паллах, ăна хаваслă уяв йĕркелесех саламламалла. Ялти шкулта ватă учительница çинчен хама кирлĕ хутсемпе аса илÿсем тупайман пирки Коротковсем патне килне кайса килме тĕллев лартрăм.

– Тăр-ха, тăр, кукамай, пирĕн патне Юрий Семенович библиотекарь килчĕ, – чĕвĕлтетрĕç Мария Григорьевна пÿлĕмĕнче Юля мăнукĕпе унăн хĕрĕ Камила.

– Хăлхи вичкĕнех мар çав кукамайăн, хыттăнрах каламалла...

– Юрий Семенович, мĕнле килме пĕлтĕр, тавах килнишĕн. Манăн çуралнă кун çывхарса килни çинчен те манман вĕт-ха. Хамран пырса çÿресси пулмасть, хăвăр килĕр...

Пĕр-пĕрне ырласа калаçнă хыççăн, пирĕн калаçу аса илÿ тĕнчине куçрĕ.

– Эпĕ 90 çул каялла Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси (Эльбарусово) ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пирĕн çемье ултă çынран тăнă: атте, анне, Никандр пичче, эпĕ, Коля шăллăмпа Валя йăмăкăм, – каласа парать Мария Григорьевна.

– Аттепе анне шутсăр ĕçчен пулнă, пирĕн икĕ хутлă пысăк çурт, тырă кĕлечĕ, выльăх-чĕрлĕх усрамалли хăтлă хуралтăсем пулнă. Эпир икĕ ĕç лаши, сăвакан икĕ ĕне, аллă ытла сурăх, картиш тулли хур-кăвакал, чăх-чĕп тытнă. Вĕсене, кÿршĕпе пĕр чĕлхе тупса, кунсерен хамăрах кĕтĕве çÿренĕ.

Калаçăва малалла тăснă май Мария Григорьевнăн куçĕсем шывланчĕç, вăл калаçаймиех пулса ларчĕ.

– Кайран çав кÿршиех "Коротковсем пуян пурăнаççĕ, вĕсем кулаксем, выльăх-чĕрлĕхĕсене те пире пăхтараççĕ", – тесе çăхав янă тет, - калаçăва хутшăнчĕ Юля мăнукĕ. – Халĕ çак документсемпе паллашăр-ха, – терĕ вăл.

Вăл хутсенче эпĕ Коротковсене 1930 çулта кулак тесе Урал тăрăхне кăларса янине вуласа пĕлтĕм. Каялла вĕсем тепĕр икĕ çултан çаврăнса килни паллă.

– Эпĕ кулак хĕрĕ пулнă, – терĕ калаçăва малалла тăсса Мария Григорьевна.

– Атте, Григорий Алексеевич Коротков, киле таврăнайман, вăл Коми тăрăхĕнче çĕре кĕнĕ. Аннен, Анна Алексеевнăн, шăпи те синкерлĕ пулнă, ăна пасарта çĕр улми сутса тăнă чухне арестленĕ. Çичĕ çулти Коля шăллăмпа виçĕ çулхи Валя асаплă пурнăçа чăтаймасăр Златоуст хулинче чирлесе çĕре кĕнĕ. 1932 çулта анне Никандр пиччепе тата манпа каялла чăваш çĕрне таврăннă. Тепĕр уйăхран вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Эпĕ ун чухне – 11 çулта, Никандр 15 çулта пулнă.

Мария мĕн пĕчĕкрен учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Хуракассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1940 çулта пулас педагог алла диплом илме тивĕçлĕ пулнă.

Çамрăк учительницăна Сĕнтĕрвăрринчи Карапаш шкулĕнче ăшшăн кĕтсе илнĕ.

– Шкулта кĕçĕн класри ачасене Федот Степанович Степанов учитель те вĕрентетчĕ, вăл Вячеслав ывăлне пĕччен ÿстеретчĕ.

Пурăна киле Вячеслав Федотовичпа çемье çавăртăмăр. 1942 çулта пирĕн Роберт ывăлăм çуралчĕ. Мăшăрăм Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă пулнă, иккĕмĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Унтан аманса килчĕ, 1945 çулта çĕре кĕчĕ.

Никандр пиччем мăкшă тăрăхне тухса кайрĕ. Вăрман ĕçĕнче тимлерĕ. Унта çемье çавăрса çирĕп хуралтă çавăрчĕ. Кил-çурчĕ капмарлăхĕпе ĕлĕкхи хамăр килех аса илтеретчĕ. Эпĕ вĕсем патне хăнана кайсан хама килти пекех туяттăмччĕ.

1947 çулта Канаш тăрăхĕнчи Вăтапуç ялне куçса килтĕм.

"Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен", – тенĕ ваттисем. М.Короткова шкулта тимленĕ 44 çул хушшинче нумай ачана пĕлÿ парассишĕн тăрăшнă. Çак тапхăрта хăй те сахал мар вĕреннĕ, район шайĕнче иртекен семинарсемпе конкурссене сиктермесĕр хутшăннă. Йывăрлăхсем умĕнче нихăçан та чарăнса тăман, пĕр шикленмесĕр ялан малалла ăнтăлнă. Вуланă, çырнă, уроксене усăллă тата "чĕрĕ" ирттерме тăрăшнă. Кулленхи ĕçре ÿкерчĕксемпе, плакатсемпе, тĕрлĕрен çĕнĕ мельпе усă курма тăрăшнă. Вăл халĕ те хаçат-журналсемсĕр, çĕнĕ кĕнекесемсĕр пурăнаймасть.

– Çыхăну уйрăмĕ аякра мар, "МК в Чебоксарах" тата кирлĕ тĕрлĕрен брошюра укçалла та кайса илкелетĕп, - тет вăл.

Мария Григорьевна Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта 1984 çулччен, 37 çул хушши ачасене вулама, çырма, шутлама тата пĕр-пĕринпе туслă пулма вĕрентнĕ.

63 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă, ун хыççăн та вĕрентекенсем курссене, е декрет канăвне кайсан, вĕсене улăштарнă. Хастарлăхĕшĕн тата пултарулăхĕшĕн ăна чылай награда парса хавхалантарнă.

Икĕ ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вăл. Роберт халĕ тивĕçлĕ канура, финанспа экономика ĕçченĕ пулнă. Чĕмпĕр хулинче пурăнать (унăн çемйинче хĕрпе ывăл çитĕннĕ: Светлана, ашшĕ пекех – финансист, Андрей – çар çынни). Валерий - инженер-электронщик, Нефтекамск хулинче ĕçлесе пурăнать (унăн çемйинче те хĕрпе ывăл çитĕннĕ: Юля - экономист, халĕ Мария Григорьевнăна пăхса пурăнать, Алеша Чĕмпĕрти патшалăх университетĕнче ăс пухать).

Эпир Мария Григорьевнăна юбилей ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, тулли телей сунатпăр,

Ю. НИКИТИН, обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика