АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал тумалли ĕçсене палăртрĕç

11 февраля 2011 г.

Виçĕм кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн IVларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн ĕçĕсене туса пыракан А.Цветков, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов хутшăнчĕç. Кун йĕркинче 12 ыйту пулчĕ.

Иртнĕ шăмат кун район активĕн пухăвĕнче район пуçлăхĕ-район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов депутатсен корпусĕ 2010 çулта мĕнле ĕçлени çинчен, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн кăтартăвĕсем тата кăçалхи задачисем пирки отчет туса пачĕç. Докладсен тытăмне кĕскетсе хаçатăн иртнĕ номерĕнче пичетленнĕ "Пĕлтĕр-хисене пĕтĕмлетрĕç, кăçалхисене палăртрĕç" статьяра уçса панăччĕ. Депутатсем тепĕр хут итлес темерĕç, вĕсене асра тытма йышăнса хăварас терĕç. Çавăн пекех вĕсем Пухăвăн кăçалхи ĕç планне çирĕплетрĕç. Иртнĕ çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ ларура район бюджечĕ çинчен тунă йышăнăва улшăнусем кĕртрĕç.

Район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадр ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Т.Владимирова район депутачĕсен Пухăвĕн яланхи комиссийĕсен положенийĕпе паллаштарчĕ. Ăна çирĕплетрĕç. Районăн административлă комиссийĕн составне Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕн çумне Ю.Александрова, "Канаш ен" хаçатăн корреспондентне И.Андреевăна, район депутачĕсене А.Гурьева, Н.Ильина, В.Никитина, район администрацийĕн тĕп эксперт специалистне Е.Леонтьевăна, районăн шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхне Е.Мурзина, район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петрова, финанс пайĕн пуçлăхне А.Полякова, Вăрăмпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Степанова, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп эксперт специалистне В.Чернова кĕртрĕç. Комиссин председателĕ пулма Г.Петрова çирĕплетрĕç.

Депутатсен Пухăвĕн иртнĕ çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче 2011 çулта муниципаллă пурлăха приватизацилемелли прогнозлă план йышăннăччĕ. Йышăнăвăн иккĕмĕш пунктĕнче районăн муниципаллă пурлăхĕн куçăмсăр объекчĕсен списокне хушма объектсене кĕртрĕç. Вĕсем – Кайри Ăнтавăшри фельдшерпа акушер пункчĕн пушă ларакан çурчĕ, Шăхаль ялĕнчи администраци çурчĕ, котельнăй çурчĕ, Малти Тукайри пушă ларакан çурт.

Район администрацийĕн обществăлла инфратытăм аталану пайĕн пуçлăхĕ В.Алантьева "Канаш районĕнчи çамрăк çемьесене 2001-2010 çулсенче хваттер ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси" программăна мĕнле пурнăçланин кăтартăвĕсем çинчен сăмах илчĕ. Çак программăпа килĕшÿллĕн 55 çемье пурнăç условийĕсене лайăхлатнă. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне черетре 21 çемье тăрать. Программăна 2015 çулччен тăснă.

Районăн вĕрентĕве 2006-2010 çулсенче тата 2020 çулччен аталантарасси çинчен йышăннă тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртсе пырас енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев каласа пачĕ. Пуху вĕренÿ управленине тата учрежднийĕсене шкул çулне çитменнисен ушкăнĕсем тата вăхăтлăх усрамалли ушкăнсем уçас енĕпе активлăрах ĕçлеме, тивĕçлĕ службăсемпе çыхăнса шкул автобусĕсен паркне техника енчен туллин инвентаризацилеме, кивелнĕ автобуссене юсама бюджетра укçа палăртса хăварма, вĕренекенсене предметсен республикăра тата Раççейре иртекен олимпиадисене хутшăнтарма тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушса хăварчĕ.

Вăрман Енĕшри пуçламăш шкул-ача садне шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденине куçармалли проекта йышăнчĕç. Çак шкулта вĕренекен кĕçĕн çулти ачасене малашне Ямаш вăтам шкулĕнче вĕренме автобуспа турттарĕç. Вĕренÿ управленийĕн пуçлăхне Ю.Алексеева реструктуризаципе çыхăннă ыйтусене татса пама тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаллине аса илтерчĕç.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне кăçалхи мартăн 13-мĕшĕнче тепĕр хут ирттермелли участоксенчи суйлав комиссийĕн составне кандидатурăсем тăратмалли йĕркене районти суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Арсентьева ăнлантарса пачĕ, кандидатурăсен списокне пĕлтерчĕ. Депутатсем çак списока çирĕплетрĕç, ăна районти суйлав комиссине тăратма йышăну кăларчĕç. Çавăн пекех Лия Алексеевна районта Çамрăк суйлавçăсен кунне "Çамрăксене шанмалла!" девизпа ирттерес енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсене пуçăнма вăхăт çитни çинчен каларĕ. Çак кунăн тĕллевĕ – çамрăк тата пулас суйлавçăсен право культурине ÿстересси, вĕсене политика пурнăçне хутшăнма хăнăхтарасси. Вĕсем пуласлăхран айккинче ан юлччăр.

Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петрова нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçле-нĕшĕн, должность тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçласа пынăшăн, вырăнти влаç органĕн ĕçне чун-чĕререн парăннăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине илме тăратрĕç.

Республикăри тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн ĕçĕсене туса пыракан А.Цветков кăçалхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне ирттерессипе çыхăннă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Александр Иванович Л.Арсентьевăна суйлав кампанийĕсене хатĕрленсе ирттересинче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăлани çинчен пĕл-терчĕ. Телей те ăнăçу сунса ăна Л.Арсентьевăна пачĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика