11 февраля 2011 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев Канаш хулин иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес тата кăçал валли задачăсем йышăнас енĕпе ирттернĕ канашлăва хутшăннă.
Маларах инновацин икĕ проекчĕн презентацийĕ иртнĕ. Пĕлтĕр ака уйăхĕнче нимĕçсен "DEVLEY" фирмин пахча çимĕçе тасатса тирпейлекен заводне тума тытăннă. Генеральнăй подрядчикĕ – "Строитель плюс" тулли мар яваплă пĕрлĕх. Çак пĕрлĕх унчченхи строительство материалĕсен комбиначĕн производство корпусĕсене реконструкцилет. Паянхи кун тĕлне 2500 тăваткал метр йышăнакан администраципе йăла корпусне, газ котельнăйне, канализаципе насус станцине, вырăнта тасатса тăракан сооруженисене, трансформатор подстанцине хута янă. Хальхи вăхăтра производство корпусне çĕнетес енĕпе ĕçлеççĕ. Çу уйăхĕнче оборудованисем кÿрсе килме палăртнă. Вĕсене Германи тата Польша специалисчĕсем вырнаçтарĕç.
"Аурат–СВ" тулли мар яваплă пĕрлĕх органикăлла мар хими хутăшĕсен (минераллă таварсен) завочĕн проектне пурнăçа кĕртме пуçланă. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 550 миллион тенке яхăн. Унта 120 çын валли ĕç вырăнĕ пулĕ.
Инвесторсен фирмисен представителĕсем Президента хатĕрленÿ ĕçĕсемпе тата производствăпа тĕплĕн паллаштарнă. Михаэль Дурах господин каланă тăрăх, хăй ертсе пыракан "DEVLEY" фирма консервланă пахча çимĕç, тĕрлĕ кетчуп, апата тутă кĕртмелли ытти продуктсем кăларать. Канашри заводра хатĕрлеме палăртнă çĕн япаласем "Био" хушмачпа пулĕç. Çакă вара таварăн экологи пахалăхĕ пысăк пулнине пĕлтерĕ.
"Аурат–СВ" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн гендиректорĕ С.Гетманцев шыва тасатнă çĕрте анлăн усă куракан хими хутăшĕсене туса кăларассинчи çĕнĕ технологисемпе паллаштарнă. Ятарлă аппарат çинче вăл тасатакан хатĕр мĕнле ĕçленине кăтартнă. Пăтранчăк шыв сывлăм тумламĕ пек тасалнă. Степан Викторович ăна кăмăлпах ĕçсе пăхнă.
Михаил Васильевич инвесторсене палăртнă плансене пурнăçа кĕртме ăнăçу суннă, вырăнти строительство организацийĕсемпе тата ял хуçалăх продукчĕсем туса кăларакансемпе çыхăнса ĕçлеме сĕннĕ.
Канашлура хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников хулан социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн отчетне туса панă, 2011 çулта тума палăртнă ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Канашлу ĕçне республикăн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина, Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи А.Егорова, экономика, промышленность тата суту-илÿ аталанăвĕн министрĕн çумĕ А.Быченков, "Россельхозбанк" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн директорĕ Л.Письменская, Раççей банкĕн Чăваш уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ К.Киргизов, суту-илÿпе промышленность палатин президенчĕ И.Кустарин хутшăннă, сăмах каланă.
Республика ертÿçине пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă пулăшусен тарифĕсемпе, çамрăк ăрăва сывă ÿстерессипе çыхăннă темиçе ыйту панă. Михаил Васильевич пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕнче сиксе тухнă проблемăсене татса парассине вырăнти влаç йĕркелеме тивĕççине аса илтернĕ. Çавăн пекех вăл "Коммуналлă сервис" пĕрлĕх учредителĕ В.Алякин коммуналлă хуçалăха аталантарма кансĕрлесе пыни çинчен пĕлтернĕ, лару-тăрăва лайăхлатас тата коммуналлă пулăшусен рынокĕнче конкуренци тăвас енĕпе мерăсем йышăнма хушнă.
Чăваш Ен Президенчĕ хулан потенциалĕ пысăк, шалти резервсем нумаййине, вĕсемпе пĕлсе усă курса лайăх кăтартусем тумаллине палăртнă.
В.АЛЕКСЕЕВ.