АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техопераци пырать

09 февраля 2011 г.

Çулсеренех нарăс уйăхĕнче (кăçал 2-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен) республикăра "Снегоход" профилактика операцийĕ иртет. Унăн тĕллевĕ – çулпа çÿремен мотохатĕрсене (снегоходсене) эксплуатациленĕ чухне вĕсен юсавлăхне, куçăм хăрушсăрлăхне, ĕç тата тавралăх хăрушсăрлăхне тĕрĕслесси, çавăн пекех – регистраци йĕркине тата унпа усă курассине контрольлесси. Операци вăхăтĕнче хулапа районта снегоходсем миçе пулнине те шута илмелле.

Снегоход тытакансене пĕлсе тăма: сирĕн хăвăрăн мотохатĕре патшалăх техсăнавĕн органĕсенче палăртмалла. Канаш хулипе районĕнче пурăнакансем çакна районти инспекцинче туса ирттерме пултараççĕ. Çавăн пекех снегоходсене çулсеренех техтĕрĕслев витĕр кăлармалла.

Хулапа районта пĕтĕмпе пилĕк снегоход шутланса тăрать. Вĕсен хуçисене Патшалăх техсăнавĕн районти инспекцине (вăл район администраци çуртĕнче вырнаçнă) пыма ыйтатпăр, тĕплĕнрех 2-13-98 е 8-927-990-85-96 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлме пулать.

А.ПЕТРОВ, районти патшалăх техсăнавĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика