АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асталăх та, хавхалану та...

09 февраля 2011 г.

Асталăх та, хавхалану та...

2011 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс литератури кафедрин пуçлăхĕ Юрий Михайлович Артемьев 70 çул тултарчĕ.

"Вăрçă ачисем" текен ăнлав пур. Çаксем ахаль сăмахсем кăна мар, вĕсем вăрçă вăхăтĕнче çуралнă ăрурисене пĕрлештереççĕ. Ачалăх йывăр пулнă пулин те вăл ĕмĕрлĕхе асра чи çутă та илемлĕ вăхăт пек юлнă. Тата вăрçă çулĕсенче çĕр çине килнисем чăваш интеллигенцийĕн никĕсĕ пулса тăнă. Юрий Михайлович Артемьев – çав никĕсе хывакан чи çутă сăнарсенчен пĕри. Филологие суйласа илнĕ ял ачи мĕн тери пысăк шая çĕкленме пултарнă: филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, кафедра заведующийĕ пулса тăнă, кĕнекесем кăларать, статьясем пичетлет...

Пĕтĕмпех 1941 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче пуçланнă. Юрий Михайлович Сиккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. "Вăрçă вăхăчĕ, вĕренÿ занятийĕсем, резерври çарсен салтакĕсем урам тăрăх шеренгăпа утаççĕ. Эпĕ, виçĕ-тăватă çулти ача, чÿрече янахĕ çине улăхса тăрса кантăкран тинкеретĕп. Килтисем колхоз уйне тырă вырма тухса кайнă, мана куç курман асаннепе хăварнă. Çĕнтерÿ хыççăн фронтовиксем килĕсене таврăнма пуçларĕç, атте чĕркуççийĕ çинче ларатăп, наградисене тыта-тыта пăхатăп. Ултă çултан пуçласа çуллахи вăхăтра асаттепе – хурт-хăмăр ăстипе – утарта пурăнаттăм. Ирĕклĕх туйăмĕ, çут çанталăкăн вăрттăнлăхĕсене тĕпчени... Пĕрремĕш хут хам тĕллĕн çăл куç патне, аякра та мар, 300 метрта кăна, похода тухрăм та аташса кайрăм. Альма çăлса хăварчĕ. Йытă манран хăпма та пĕлместчĕ. Мана шыраса тупрĕ, çулларĕ, чуптурĕ, вăрмана пĕччен кайма юрамасть тенĕн уларĕ", – çак самантсем Ю.Артемьев асне пĕчĕклех кĕрсе юлнă. Çут çанталăка юратасси Юрий Михайловичăн чунне мĕн ачаран кĕрсе вырнаçнă. "Çут çанталăкпа калаçса сывалатăп", – тет вăл.

Литературăпа ир интересленме пуçланă. "Тăваттăмĕш класа çитсен илемлĕ литературăпа кăсăкланма тытăнтăм, – аса илет Юрий Михайлович. – Çарпа приключениллĕ литературăна ытларах килĕштереттĕм, шкул мĕнле журнал çырăнса илнĕ, пурне те вулаттăм. Çиччĕмĕш класа çитнĕ тĕле ялти библиотека фондĕнче упранакан пур кĕнекене те вуласа тухрăм, кĕнекесен вăрăм списокне çырса хатĕрленĕччĕ. Библиотека заведующийĕ Мария Ивановна Зайцева нумай пулăшрĕ, пысăк тав ăна. Çамрăклах ик чĕлхепе калаçма пĕлнĕрен вырăс классикине кăмăлларăм... Пиллĕкмĕш класра чухне нимĕç чĕлхи чи юратнă предметчĕ, Раиса Ивановна учительницăн чи лайăх вĕренекенĕччĕ. Çиччĕмĕш класра литература кружокне çÿреме пуçларăм. Сăвă вулама, çырма вĕрентетчĕç унта, хамăр çырнă сăвăсем шкулти стена хаçатĕнче пичетленетчĕç.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Софья Константиновна Сурановăна ирĕклĕ темăпа сочинени çырса тĕлĕнтернине те астăватăп. Çут çанталăкри ÿкерчĕксене питĕ тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ".

Сăмаха, кĕнекене, тăван киле, çут çанталăка, тĕнчене юратакан Ю.Артемьев шкула ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ.

Кайран пурнăç университечĕсем витĕр тухма тивнĕ. "Манăн биографире ĕçпе çыхăннă пĕчĕк страницăсем те пур. Шкул хыççăн икĕ çул Омск хулинче чукун çул çинче рабочи, телефонист пулса ĕçлерĕм. Ĕçе юратмасăр, ĕçпе ăса пĕрлештермесĕр пурнăçра хăвăн вырăнна тупма, çирĕп вăй-халлă пулма çуккине ăнлантăм. Çар шкулĕ кăмăла вăйлă çирĕплетрĕ: нăйкăшмасăр пурăнма, йывăрлăха çĕнтерме вĕрентрĕ". Çарта илнĕ хăнăхупа Ю.М.Артемьев университета вĕренме кĕме хатĕрленнĕ.

Çĕршыври чи лайăх вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕринче, Хусан патшалăх университетĕнче, вĕреннĕ чухнехи студент çулĕсем – пурнăçри тепĕр пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Юрий Михайлович шăпах çакăнта, историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ вăхăтра хăй юратнă поэтăн Константин Ивановăн пултарулăхне тĕпчеме пуçланă, ăсталăхăн пĕрремĕш урокĕсене илнĕ.

1969 çулта университета вĕренсе пĕтерсен Юрий Артемьев Чăваш Республикин Министрсен Канашĕ çумĕнчи чĕлхе, литература тата этнографи наука тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ, 1971 çултан пуçласа 1974 çулччен Мускаври М.Горький ячĕллĕ Тĕнче литературин институчĕн аспирантуринче пĕлĕвне ÿстернĕ, 1977 çулта филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕн ученăй степеньне илме диссертаци хÿтĕленĕ.

Пысăк литературăри пурнăç критикăран пуçланать. Республикăра тата Раççейре тухса тăракан хаçатсенче Ю.М.Артемьевăн чăваш литературин историне, унăн паянхи аталанăвне халалланă статйисемпе рецензийĕсем кун çути курма пуçланă. Автор тимлĕхĕнче – К.Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, М.Акимовăн, Н.Шелепин, А.Артемьевăн, В.Алендейĕн, Ю.Скворцовăн, А.Емельяновăн тата ыттисен пултарулăхĕ. Унăн сăмахĕ уçăмлă, витĕмлĕ. Юрий Михайлович тавлашма, дискуссие кĕме хăрамасть, хăйĕн шухăшне çивĕччĕн хÿтĕлет. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл 2003 çулта пичетленнĕ хăйĕн статйисен программăллă пуххине "Страсть к полемике" ят панă.

Юрий Михайлович пурнăçĕнчи нумай япала писательсен Союзĕнчи ĕç-хĕлпе çыхăннă. 1978 çултанпа вăл – СССР писательсен Союзĕн членĕ, 1980 çултан пуçласа 1984 çулччен Чăваш АССР писательсен Правленийĕн председателĕн çумĕ пулса ĕçленĕ, 2002 çулта ăна литература кÿртĕмĕпе критика ĕçĕнче нумай çул хастар ĕçленĕшĕн Раççей писательсен Союзĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

1982 çултанпа Юрий Артемьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата ют чĕлхесен кафедринче малтан ассистент тата аслă преподаватель, 1986 çултанпа доцент пулса ĕçлет. 1993 çулта Юрий Михайлович "Çутлăх тата чăваш литературин аталанăвĕ" темăпа доктор диссертацине ăнăçлă хÿтĕлерĕ. 1994 çултан пуçласа паян кунччен профессор, вырăс литератури кафедрин заведующийĕ.

Ю.Артемьев Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи диссертаци канашĕн тата Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ çумĕнчи Ученăй канашăн членĕ. Вăл ертсе пынипе юлашки пилĕк çулта улттăн кандидат диссертацине хÿтĕлерĕç. Юрий Михайлович вĕренекенĕсем республикăри аслă шкулсемпе наука институчĕсенче ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Пирĕн профессор республикăра çутлăха, ăслăлăха, культурăна аталантарассине нумай вăхăт уйăрать. Писательсен Союзĕсенче тухăçлă ĕçленисĕр пуçне вăл Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи Литературăпа искусство ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси членĕ, федерацин çыхăну, информаци технологийĕпе массăллă коммуникацисен надзор службин Чăваш Енри управленийĕн Консультативлă канашĕн членĕ, нумай томлă Чăваш энциклопедине хатĕрлекен редакци канашĕпе редколлеги членĕ.

Юрий Михайлович мĕнле кăна коллективра ертÿçĕ пулса ĕçлемен-ши, вăл яланах ăш пиллĕхĕпе, тараватлăхĕпе палăрать. Кафедра заведующийĕ пулнă май преподавательсем хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пултарнине ырлать, кафедра членĕсене хисеплет те, шанать те, хăйне пуринпе те тан тытать, чунне уçса калаçать, шÿтлеме юратать, тÿрĕ, таса çын. Вăйлă профессионал, хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлет. Йăпăлтатас, пуçа пĕкес йăла çук.

Ю.Артемьев мĕнпе интересленнине те палăртса хăварас килет. Чи малтанах вăл сăмаха, творчествăлла ĕçе, илемлĕ тата философиллĕ литература вулама, чĕлхесене вĕренме юратать. Юрий Михайлович французла, нимĕçле, Испани, Итали чĕлхисемпе çăмăллăнах калаçма пултарать. Юлашки çулсенче А.Доде, А.Моруа çырнă калавсемпе эссесене французларан чăвашла куçарса пичетлет. Иккĕмĕшĕнчен, Юрий Михайлович – сывă пурнăç йĕркин хуçи. Физкультурăпа туслă вăл, ирсерен чупма çÿрет, зарядка тăвать, шыва кĕрет, теннисла, воллейболла вылять, йĕлтĕрпе ярăнать. Çавăнпах-тăр вăл яланах йăрăс пÿллĕ, тирпейлĕ, илемлĕ, унра вăй-хал тапса тăни туйăнать, апла пулсан 70 çул Юрий Михайловичшăн нимĕнле чикĕ те мар.

70 çул – çынра ăсталăх, ăс-тăн çирĕпленсе çитнĕ вăхăт. Хăйĕн пурнăç тĕллевне вăл çакăн пек курать: "Пурнăçа, ĕçе, çут çанталăка юратмалла, çĕнĕ япаласем ăсталамалла, награда парасса кĕтсе лармалла мар", – тет. "Телей ватлăхран хÿтĕлет. Илеме курма пултаракан çын ватăлмасть", – тенĕ Ф.Кафка. Çак сăмахсене пирĕн юбиляр çинчен каланăнах туйăнать. Юрий Михайловича çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн хĕрÿллĕн саламлатпăр, малашне те ватăлмасăр пурăнма сывлăх, çĕнĕ пуçарусем, çĕнĕ çулсем, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр. Телейпе хавхалану яланах сирĕнпе юнашар çÿреччĕр!

Вырăс литератури кафедрин коллективĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика